Тĕркс тата Кайкос
Тĕркспе Ка́йкос (акăл. the Turks and Caicos Islands) — Аслă Британин пăхăнăвлă территорийĕ.
Утравсен административлă тĕпĕ тата чи пысăк хули — Коберн-Таун, Гранд-Тĕрк утравĕнче вырнаçнă.
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Территори Атлантика океанĕнче, Пахам утравĕсем архипелагăн кăнтăр тухăç пайĕнче, Гаитирен 144 çм çурçĕрелле вырнаçнă.
Çĕршыв 30 икĕ ушкăнлă утравран пуçтарăнать, анăçри — Кайкос тата тухăçри — Тĕркс. Утравсен пур çĕр лаптăкĕ — 430 çм².
Пĕрмай пурăнакан çынлă ултă утрав кăна: Гранд-Тĕрк, Солт-Кей, Гранд-Кайкос, Ист-Кайкос, Саут-Кайкос тата Провиденсьялес.
Утравсем айлăмлă, тăпри акшарлă. Таврлă шурлăх нумай. Чи çӳллĕ утрав — Провиденсьялес (çӳллĕ тӳпи — 49 м). Утрасене коралл рифĕсем хупăрланă.
Климачĕ [тӳрлет]
Климачĕ тропиклă, пассатлă.
Политикăлла тытăмлăх [тӳрлет]
Политикăллă партисем:
- Прогрессивлĕ Наци партийĕ (ассамблейре 13 вырăн)
- Халăх-демократилле юхăмĕ (ассамблейре икĕ вырăн)
Истори [тӳрлет]
Утравсене Хуан Понсе де Леоно испан çынĕ 1512 çулта уçнă. Абориген халăхĕ кунта пачах пулман.
Халăх пурнăçĕ [тӳрлет]
Халăх йышĕ — 22,4 пин çын (2008 , утă тĕлне).
Этнос-расăлăхĕпе: негрсемпе мулатсем — 90 % яхăн, ыттисем — шур ӳтлисем (чылайăшпе акăлчансем, американсем, канадсем).
Чĕлхи — акăлчан (официаллă).
Çурăва пĕлни — 99 %.
Тĕнĕсем: баптист ушкăнĕ 40 %, англикансем 18 %, методистсем 16 %, Турă чиркĕвĕ 12 %, урăххисем 14 %.
Хуçалăхĕ [тӳрлет]
Хуçалăхĕ кунта çулçӳревлĕхпе, оффшор ĕç-пуçĕпе тата пулă ĕçĕпе тытăнса тăрать.
Ял хуçалăхĕнче кукурус, пăрçăллисене, тапиока, цитруссене тата пахча урăх çимĕçĕсене ӳстереççĕ.
Экспорта лобстер тата моллюскă яраççĕ.
Каçăсем [тӳрлет]
Канадăпа хутшăнни [тӳрлет]
Шаблон:Пĕрлешĕннĕ Патшалăх Шаблон:Çурçĕр Америка
| КАРИКОМ: Кариб патшалăхĕсен пĕрлĕхĕ |
|---|
| Антигуа тата Барбуда | | Барбадос | Белиз | Гаити | Гайана | Гренада | Доминика | Монсеррат | | Пахам утравĕсем Сент-Винсент тата Гренадинсем | Сент-Киттс тата Невис | Сент-Люси | Суринам | Тринидад тата Табаго | Ямайка |
Ассоцииленнĕ юлташĕсем: Ангилья | Бермудсем | Британин Виргин утравĕсем | Кайман утравĕсем | Тĕркс тата Кайкос | Сăнакансем: Аруба | Венесуэла | Доминикан Республики | Колумби | Мексика | Нидерландсен Антил утравĕсем | Пуэрто-Рико |