Талалихин Виктор Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Виктор Васильевич Талалихин (авăн, 8 1918юпа, 27 1941 — çар вĕçевçи, Совет Союзĕн Паттăрĕ. Тăшманăн 6 вĕçев машинине персе антарнă, каçхи таран тунă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Сарă ту кĕпернин Тепловка чиркӳ ялĕнче çуралнă. 1933 çулта Мускаври аш-какай комбинатĕнче ĕçлеме пуçлать. 1934—1937 çулсенче комбинат çумĕнчи професси паракан техника училищинче вĕренет.[1]

1938 çулта Борисоглебскри вĕçевçĕсен аслă çар авиаци училищин чен вĕренсе тухать.[2] Çамрăк кĕçĕн лейтенант совет-финн вăрçинче çапăçать. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче 177- мĕш истребитель авиаполкĕн авиаэскадрилья командирĕн çумĕ пулса тăрать.[2]

1941 çулхи çурла, 7 каçĕнче çĕрлехи çапăçура Мускав çине вĕçсе пыракан бомба пăрахакан самолёт çине таранпа каять.[2]

1941 çулхи чӳк, 27 Подольск патĕнче сывлăшри çапăçура паттăррăн пуçне хурать. [1]

Мускавра, Новодевичье çăвине пытарнă.

Чысĕсем[тӳрлет]

  • Ленин орденĕ
  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр
  • Талалихин ятне 1952 çулта Мускавра урама (унчен Мясная-Бульварная) панă.
  • Подольск хулинче 1960 çулта палăк лартнă.
  • Мускавра 2001 çулта палăк лартнă.
  • Профтехучилищĕре Талалихин музейне уçнă.


Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>