Тамбов

Википедири материал

Тамбо́вТамбов облаçĕн тĕпĕ.

Хула Цна (Атăл бассейнĕ) çинче вырнаçнă, Мускавран 480 çм. Лаптăкĕ — 90 çм².

Тупмалли

[тӳрлет] Этимологи

Чи малтанах хулана «Тонбов» тенĕ, çакă Липовица шывĕн тепĕр çыранĕнчи мордва Тонбов ялĕпе Тонбов юханшыв ятĕнчен пулса тухнă. Хулине урăх çĕртре хунă пулин те, вăл çапах хăйĕн вырăнĕпе тăванлă палăртăвне упраса хăварать. Тонбо мăкшăлла шыв авăрне, лакăма пĕлтерет.[1]

[тӳрлет] Халăх йышĕ

Облаçре 315,5 пин çын (2006) пурăнать, йышлăхĕ — 3160 çын/çм².

[тӳрлет] Истори

Cпас-Преображи соборĕ

1636 çулхи ака, 17 патша çĕрпĕвĕ — шац çарпуçĕ Роман Боборыкин хальхи Тамбов ларакан çĕртре Мускав патшалăхĕн Тискер Хиртен хӳтĕленме тĕрĕк вырăнне никĕслет. Темĕн чухлĕ кармансемпе фортификаци çурт-йĕрĕсем Мускав çĕрĕсене кăнтăртан тапăнакан крым, нухай тутарĕсенчен хӳтлĕх параççĕ. XVIII ĕмĕрте Тамбов — кĕперне тĕпĕ. Тамбов кĕперни ун чух питĕ аяккалла саралса выртнă, хальхи Тамбов облаçĕнчен калăпрах пулнă: кĕпернене паянкунхи Мордовин, Липец, Воронеж тата Рязань облаçĕсен чылай пайĕсем кĕнĕ.

[тӳрлет] Транспорчĕ

Чукун çул вокзалĕ

Хула витĕр МичуринскСарă ту тата Тамбов — Волгоград чукун çулĕсем; Мускав — Волгоград, ЛипецПенза тата Тамбов — Воронеж автомагистралĕсем иртеççĕ. Сывлăш çыхăнăвне тамбовсем Донское аэропорчĕ урлă тытаççĕ. Хула транспорчĕ шутĕнче троллейбуссемпе автобуссем, маршрут такси ĕçлет.

[тӳрлет] Климачĕ

[тӳрлет] Этеплĕхĕ

Турă амăшĕн Хусан пирĕшти храмĕ
  • Драма театăрĕ
  • Облаç филармонийĕ
  • Тăван ен тĕпчев музейĕ
  • Ӳнерлĕх галерейи

[тӳрлет] Хулари паллă вырăнĕсем

[тӳрлет] Промăçлăхĕ

  • ОАО «Пигмент» (промăçлă ушкăнь Крат)
  • Тамбов ваку юсав завочĕ
  • Завод «Октябрь»
  • Завод «Ревтруд»
  • Завод «Полимермаш»
  • Завод подшипников скольжения
  • Завод «Электроприбор»
  • Завод «Комсомолец»
  • Технологи хатĕрĕсен завочĕ
  • Завод «АРТИ»

[тӳрлет] Çутĕç

[тӳрлет] Паллă çыннисем

[тӳрлет] Вуламалли

  1. Хула историйĕ

[тӳрлет] Каçăсем