Танганьика (кӳлĕ)
Танганьи́ка — Тĕп Африкăри пысăк кӳлĕ. Тĕнчери чи вăрăм кӳлĕ . Тарăнăшĕпе тата каллăпăшĕпе Байкалран кăна пĕчĕкрех. Çыранĕсенчĕ тватĕ çĕршыв: Конго Демократиллĕ Республики, Танзани, Замби, Бурунди вырнаçнă.
Кӳлĕ тĕршшĕ 650 çх, сарлакăш 40-80 çх, лаптăкĕ 34 пин çх². Кӳлĕ тинçсрен шайĕнчен 773 м вырнаçнă. Çыранĕсем чăнкă, хĕвелтухăç çыранĕ çеç сĕвек. Çыранĕсенче бухтăсемпе кӳлмексем нумай, вĕсенчен чи пысăкки Бёртон кӳлмекĕ. Темиçе юханшыв юхса кĕрет, пĕртен пĕр юханшыв, Лукуга (Lukuga), юхса тухса Атлантика океаннĕ çити юхакан Заир юханшывĕпе пĕрлешет. [1]. Кӳлле 1858-мĕш çулта акăлчан тĕпчевçисем Р. Бёртон тата Дж. Спик тупнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Фауна
Кӳлĕре крокодилсемпе гиппопотамсем пурăнаççĕ, шывра ишекен кайăксем нумай. Сунарпа пулăтытни анлă сарăлнă. Кӳлĕре эндемикла организăмсем нумай, çав шутра кунта тĕл пулакан 200 тĕслĕ пулăран 170 эндемиксен шуне кĕреççĕ. Вĕсен хушшинче |Cichlidae. Чĕрĕ организăмсем 200 м тарăнăшĕччен тĕл пулаççĕ. Тарăнрах сероводород шайĕ питĕ пысăк пулнăран чĕрĕ организăмсем çук.
Таньганьикăри шыв температури сийĕн-сийĕн тĕрлĕрен. Çиелти сийре 24-30 градус пулсан,аялта сивĕрех. Тĕпĕнче 6-8 градус çеç. Шыв тачăлăхĕ тĕрлĕрен пулнипе тата тĕпĕнче юхăмсем çуккипе шыв пĕртте пăррашăнмасть. 100 м тарăнăшĕ патнелле температура хăвăрт ылмашать. Танганьика шывĕ питĕ тăрă, 30 м таран витĕр курăнать. рН 8,0 — 9,5.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ Кравчук П. А. Рекорды природы. – Любешов: Эрудит, 1993. – 216 с. ISBN 5-7707-2044-1.
[тӳрлет] Каçăсем
| Танганьика (кӳлĕ) Викиампарта? |
| Африкăри мăн кӳлĕсем |
|---|
| Танганьика | Виктори | Альберт | Эдвард | Киву | Малави (Ньяса) |