Тан касакĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тан касакĕсем́ тан касакĕсен çарĕРаçсей Империйĕн касакĕсен чи пысăк ушкăнĕ; уйрăм хăй тĕллĕн тытăнса тăракан Тан Çарĕн çĕрĕнче (хальхи Украинăн Луганпа Донец облаçĕсен, Раççей Федерацийĕн Ростов, Волгоград, Воронеж облаçĕсен, Калмык республикин çĕрĕсем) вырнаçнă территори.

Историллĕ ячĕ Тан (Азов тинĕсĕн шыв-çĕр лаптăкĕ) шывĕпе çыхăннă. Тан çарĕн тĕп хули 15711610 çулсенче Раздорская станица çумĕнчи утрав çинче, 1610 — 1637 çулсенче Мăнаçтăр хулинче (Старочеркасская станицинчен Тан тăрăхĕпе аялла 6 çм), Азов патĕнче ларнă тапхăрĕнче (16371642) — Азовра, 16441806Черкасскра (халĕ Старочеркасская станица) пулнă, кунта çар çавракăшне пуçтарăннă, патша элчисене йышăннă, шалу туяннă. 1806 çулта Тан касаклăхĕн тĕп хули — Новочеркасск.

Халăх юлашки çыравĕпе, Раççей Федерацинче 140 пин çын хăйне «касак» халăхĕнче шутланă. Вĕсенчен чылайăшĕ — Ростов тата Волгоград облаçĕсенче пурăнаççĕ.

Истори[тӳрлет]

«Тан çарĕн 1835 çулхи Вырăнлани[тӳрлет]

Тан çарĕ тăватă тăрăхран пуçтарăннă. Кашни тăрăха тăрăх генералĕ тытса тăнă. Касак паллисене çапла пайăраççĕ: касак, ĕретçĕ, хурăнçи çум, хурăнçи, çĕрпӳ, есаул çум, есаул, çар старшини, подполковник и полковник. Хĕсмет петĕм çулĕ 30 çул, вĕсенчен 25 çулĕ уй-хир тата 5 çулĕ шалти хĕсметре. 17- çултанпа касак çулçитменчĕк шайĕнче шутланнă та 19 – çулччен «лару» хушнине туса пынă, вунтăххăр тултарсан полка виç çуллăха, Кавказра — тăватă çула, хĕсмете кайнă. Виçĕ çултан касак киле икĕ çуллăха таврăннă, кайран каллех хĕсмете виçĕ çуллăха, çапла ĕнтĕ тăватă хутчен. Çакна пула 20 çул, 25 çул, 30 çул тата 40 çул тăсăклă касак хĕсмечĕ пулнă — «Вырăнлани» йĕркипе касак хĕсметне çирĕплетнĕ.


Касака вĕрентсе ӳстересси

Касак ачине 3-5 çултанах утпа çӳреме хăнăхтараççĕ. Пăшал пеме çичĕ çул тултарсан верентнĕ, вунă çулти йĕкĕтĕн шашкăпа касма пĕлмелле пулнă. Малтан çинçе юхтарнă шыва сирпĕнчĕксĕр касма вĕрентнĕ. Хыççăн пĕрене çине ларса «хулă касма» вĕрентнĕ, каярах кăна, вăл çапăçăва йĕнерленĕ çар учĕ çинче касма пултарнă. Ала-алăн кĕрешме виçĕ çултанпа вĕрентнĕ. Кашни ăрат хăйĕн меслечĕсене сыпăкран сыпăка парса пынă.

Арçын ачана хытарса вĕрентсе ӳстернĕ, мĕн пĕчĕкренех вăл ĕçленĕ, çар ĕçне хăнăхса пынă. Пиллĕкренех ача ашшĕ-амăшĕпе уй-хирте вăй хунă: вăкăрпа сухаланă, ĕне-сурăх кĕтӳне пăхнă. Çапах унăн вăйăпа аташма та вăхăт юлнă. Хресна ашшĕ, атаман тата ваттисем ачана «хăваласа» çитересрен хăтарса тăнă, выляв ирĕкне йĕркеленĕ. ---

Касак символĕсемпе паллисем Элем

Бунчук — ставка палли, атаманăн харçăри символĕ, çар пĕрлешĕвĕн харпăрлăхĕ. Лăпкă тапхăрта храмра упраннă. Çар бунчукне ут хӳринчен хатĕрленĕ.

Булава — атаманăн çар тытăмĕн символĕ.

Насека

Лампас

Агачан кафтанĕпе çĕлĕк — касак пĕрлĕхĕн тумĕсем, атаманăн символĕсемпе пĕрле куçса пынă.

Медаль — атаманăн (е чыслă тӳрен) пайăр палли. Мăй çинче хăюпа е санчăрпа çакса çӳренĕ, кафтан çийĕн хунă. Мал енĕнче çырни — «Станица атаманĕ» тата патшалăх гербĕ е патша сăнĕ. Хыç енĕнче — атаман ячĕ. Суйланă вăхăт вĕçленсен атамана астăвăма хăварнă.

Пичет — авăр е çĕрĕ çинче пулнă, атамана суйланă хыççăн панă. Унпа ĕç хучĕсене çирĕплетнĕ.

Герб — унăн пичĕ çар историне, вырăнти çар уйрăмлăхĕсене палăртать.

Шашка — холодное хĕç-пăшал, символ всей полноты прав у казака. Касака 17 çул тултарсан ватăсем панă. 21 çулта хĕсмете кайнă чух касак пакунсене, кокардăна тата темляка тивĕçнĕ. Шашкăна килте паллă вырăнта (кавир çинче) упранă, асаттинчен мăнукне куçса пынă. Шашкăна (çĕлĕке те) çухатни — мăн намăс. Çав тери паллă ыйтусене шашкăсемпе сасăланă. Çавра йышăнăвĕпе касака вăхăтлăха шашкăпа çӳреме чарма пултарнă. Ун хыççăнхи айăпшăн — касак ĕретĕнчен кăларнă.

Çĕлĕк — ятарлă тĕслĕ, малтанах «клобук со шлыком», папаха, фуражка — Çар шутĕнчи палли — касакăн пур тивĕçлĕ ирĕклĕхĕн палли. Кĕл тунă чух, çар тивĕç тупи тата çаврара тухса калаçни. Çĕлĕке пуçран çапса ӳкерни, çапăçма тухма чĕнни шутланать. Çаврара ютçынсемпе хăнасем çара пуçлă ларнă, касаксем — çĕлĕкпе (касак çĕлĕкне патша умĕнче те хуçмасть).

Нахайка — кĕске ут чăпăркки — хĕçпăшал. Есаулпа çаврари приставăн палли. Кулленхи пурнăçра — авланнă йĕркери пур ирĕк тивĕçлĕ касакăн тăрăм палли. Нагайкăпа çапăçура, айăпа кĕнĕшĕн çаврара ватăсен канашĕ йышăннипе явап тыттарнă чух усă курнă.

Пакунсем — касак тумтирĕн пайĕ. Касаксем вĕсене «льготăна тухиччен» (çул шучĕпе, суранланнипе) йăтса çӳренĕ. Офицерсем пакунсене, галунсене тата шевронсене пурнăç тăршшипех çакса çӳренĕ.

Туя — ватăлăхпа ăсчах палли (символĕ). Ăсчахсен канашĕнчи ватă çынсем туя çине таянса ларнă. Çĕкленĕ туя çаврана шăп пулма чĕнни пулать. Туя çине çĕкленĕ çĕлĕк — уйрăм паллă хыпар.

Башлык — пурçăн е пуставран (тĕве çăмĕнчен) ятарласа çĕленĕ шарф. Кăкăр çинче çыхнă пулсан — çул тивĕçлĕ хĕсмете вĕçленĕ касак, кăкăр çинче хĕресле пулсан — ĕçпе çӳрекен касак, вĕçĕсене çурăм хыçнелле пăрахнă пулсан — пушă е кану вăхăтлă касак.

Касак символĕсемпе паллисем

Касак халалĕсем

  1. Раççее юрат— вăл санăн анне, унăн вырăнне никам та пулаймĕ.
  2. Тана юрат — вăл санăн ирĕклĕхĕн сăпки.
  3. Тӳрĕлĕхе юрат — вăл пурнăçри пĕртен-пĕр сӳткăç.
  4. Тăван çĕршыва хирĕç пыракан тăшман пулать.
  5. Тăван çĕршыв телейĕшĕн кĕрешсе çеç хăвăн çухатнă тивĕçе тупма пултарăн.
  6. Хăв тăвакан ĕç-пуçĕн тӳрĕлĕхне шан: шанăç — çĕнĕ Тăван çĕршыва никĕслемелли чул.
  7. Пĕчĕкренех ирĕклĕ тăвăн çеçенхирте юна-ӳте кĕнĕ пĕтĕм ырлăха упра (юрат).
  8. Пур иреклĕ те хăват çынсене хăвпа малалла чĕн.
  9. Мир, илем, юрату тата тӳрелĕх- санăн элемĕн тĕллевĕсем.

Харçăсем[тӳрлет]

Тан касакĕсем вырăс çарĕн пĕрремĕш Хусан харçине Хаяр Йăванпа пĕрле кайнă.

1581 çулта Ермак Тимофеевич ертсе пынă касаксем Çĕпĕр ханлăхне çĕнтереççĕ. 1605 çулта 4 000 тан касакĕ Андрей Карела атаманĕпе Ултав Мĕтри енче кĕрешеççĕ. 1612 çулта тан касакĕсем атаман Межаков ертсе пынипе Мускава поляксенчен Пожарский кнеç çарĕпе пĕрле тасатаççĕ. 1637 çулта атаман Михаил Иванович Татаринов турккă кармане — Азова — туртса илет. 1668 çулта Степан Тимофеевич Разин Ферабат перси хули çине каять. 7 000 тан касакĕ атаман Фрол Минаев ертсе пынипе Азов харçине I Петĕрпе 1695—1696 çулта тухаççĕ. 1701 çулта тан касак полкĕ касак полковникĕ Максим Фролов ертсе пынипе Швеци вăрçинче Финляндин территоринче Шеремет граф ертсе пынă вырăс çарĕпе пĕрле çапăçать. 1722 çулта тан касакĕсем Краснощеков Иван Матвеевич ертсе пынипе I Петĕрпе перси харçине каяççĕ. 1736 çулта Анна патша-арăм Турцие вăрçă сĕнет, фельдмаршал Минех вырăс çарĕ тата Краснощеков касак полковникĕн 5000 тан касакĕ тепĕр хут Азова çĕнсе илеççĕ. Тутарсем вырăс ялĕсене çаратса, тыткăна 3000 çын туртса каяççĕ, вара Краснощеков касакĕсем вĕсене хуса çитсе тыткăнран хăтараççĕ. 1741 çулта Краснощеков касакĕсене Швеци вăрçине яраççĕ, Раççее Финляндин чылай çĕрĕ куçать, анчах та Гельсингфорс патĕнче аманнă Краснощеков швед тыткăнне лекет — унăн тирне чĕрĕллех сĕвеççĕ. Данила Ефремов генерал-майор ертсе пынă 16 000 тан касакĕ Лисавет патша-арăм саманинче Пруссие хирĕç Çичĕçул вăрçине (1756—1763) хутшăннă.

1760 çулта Краснощеков Федор Иванович, Луковкин, Туроверов тата Попов тан касак текĕрчисем берлин экспедицинче палăраççĕ, ун вĕçĕнче 1760 юпа ,9 раççейсем пруссен тĕп хулине Берлина йышăнаççĕ. II Кĕтерне саманинчи Крымшăн тапăшнă турккă вăрçинче (1762—1774) 22 000 тан касакĕ (Вĕсене Румянцев вырăс çарĕнче Иловайский тата Долгоруков кнеç çарĕнче Себряков ертсе пынă). 1775 çулта Пăкач пăлхавне пусарсан, çар ĕçĕнче хастар пулнă 65 тан касакне II Кĕтерне арăм-патшан Лейб-Гварди касак полкне — чап конвойне — илеççĕ. Тан çарĕн чикки Кубань шывĕ тăрăх пынă, ун çинче 4 карман, 20 редут, нумай сăнав турулĕ лартнă, вĕсем çине пĕрмаях черкессем тата нохайсем тапăннă. 1782 çулта Александр Васильевич Суворов 16 ротă пехотăпа, 16 эскадронпа тата Иловайскийĕн 16 тан полкĕпе чикĕ хĕррине çитет те нахай уртине çĕмĕрет. Çакăн хыççăн 1792 çулта Екатеринодар кармана никĕслеççĕ, Хура тинĕс касак çарне (Кубань касак çарĕ) йĕркелеççĕ. 1787—1791 çулсенче Турципе вăрçса Раççей çарĕ Таная çитет, 1790 çулхи раштав, 11 Суворов ертсе пынă вырăс çарĕ Исмаила туртса илет, çапăçусенче Орловпа Платов 13 000 тан касакĕ юн тăкать. Исмаил кармана илнĕ хыççăн Кутузова хула комендант вырăнне лартаççĕ. 1794 çулта Польша вăрçинче Раççей Неманпа Буг таран çĕрсене тата Курлянди кĕпернине хăй çумне çыпăçтарать. Вăрçа Орлов, Себряков, Лащилин, Янов, Денисов майорсем тата Денисов полковник касак полкĕсем хутшăнаççĕ. 1799 çулта императăр Павăл Францине хирĕç вăрçă пуçлать, Суворова Итали харçине тухма хушать. Çак харçăра Адриан Карпович Денисов ертсе пынă 8 тан полкĕ хутшăнать. 1801 çулта Павăл императăр Индире колони çĕнсе илес ĕмĕтпе Англие хирĕç вăрçă пуçлать. 20 000 тан касакĕсене Инди харçине ăсатнă. Александр I 1805 çулта 2 № Сысоев тата 3 № Ханженков полкĕсемпе вырăс корпусне Кутузов çарпуçĕпе Наполеона хирĕç кĕрешекен австри çарĕсене пулăшу пама янă. 1808—1809]] çулсенче Киселёв 2 № Тан полкĕ Швеципе Финлянди çĕрĕшĕн çапăçнă. 1806—1812 çулсенче 4 №, Денисов 7 №, 8, 11 Иловай № тан полкĕсем Турципе Танай тăрăхĕнче çапăçнă. 1812 çулта Наполеона хирĕç Тан çарĕ 50 полк (50 000 çына яхăн) тăратнă. Атаман Платов вырăс çарĕ чакса пынă чух Польшăра Багратиона хыçран хӳтĕленĕ.

Çутĕç[тӳрлет]

Касак ачисене чун-чĕмлĕх ĕçлĕхне кĕме 1748 çулта Черкасс хулинче Çарăн латтин вĕренӳ семинарине хута янă. 1790 çулта Черкассра Халăх училищине уçнă, унта ачасене грамматикăна, арифметикăна, франци чĕлхине, нимĕç чĕлхине, ӳкерме вĕрентнĕ. 1805 çулта пĕрремĕш Тан гимназине уçнă.

Укçа-тенкĕн лару-тăрăвĕ[тӳрлет]

Касаксене Раççей импери хыснин ясакĕнчен хăтарнă, анчах та Çар Коллегийĕ пĕрре чĕннипех вĕсен хĕç-пăшалĕпе, хормă тăхăнса çар учĕпе полк пухăну вырăнне тухмалла пулнă. 1779 çултанпа çар харçи тапхăрĕнче касаксене шалу тӳлеме пуçланă: полковника 300 тенкĕ уйăхне, есаула, çĕрпӳне, хурăнçине - 50 тенкĕ уйăхне, ĕретри касаксене 1 тенкĕ уйăхне (ун чухнехи лаша хакĕ 40-80 тенкĕ пулнă). Хыснаран мунтир çĕлеме пустав панă. Атаман Платов Тулă хĕç-пăшал заводĕнче касаксем валли пăшал тума хушу вырнаçтарнă.


Тан Çарĕн атаманĕсен шучĕсем[тӳрлет]

Тан касакĕсен чаплă ăрачĕсем[тӳрлет]

Орлов, Орлов-Денисов , Власов, Денисов, Ефремов, Каледин, Краснов, Иловайский, Гаврёшев.

Вуламалли[тӳрлет]

  1. Краснов П. Н. История войска Донского. Картины былого Тихого Дона. — М.: Вече, 2007. — 448. — ISBN 5-9533-1614-3.
  2. Алмазов Б. А. Казаки. — СПб: Золотой век; Диамант, 1999. — 79 с.
  3. Астапенко М. П. Донские казаки 1550—1920. — Ростов н/Д: Логос, 1992.
  4. Астапенко М. П. Край донской казачий… — Ростов н/Д: 1994.
  5. Винников Н. Парадоксы донской истории — Ростов н/Д: 2005.
  6. Корягин С.В. Генеалогия и семейная история Донского казачества

Каçăсем[тӳрлет]