Таяпа Энтри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Таяпа Энтри Tajapa Entri
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк
Ял тăрăхĕ Кĕçĕн Таяпа
Координатсем 55°11′36″ с. ш. 47°58′25″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Янашева на диком поле, Старая Янашева (Старое Енашево), Старая Енашева (Эндрей), Андреева, Янашево
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ 2 пайран тăрать: 1. Атеиссемпе турра ĕненменнисем. 2.Тĕне тытакансен; ку шутра пурте тенĕ пекех православи чиркĕвĕн йышĕнче
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 835 49 616
Почтă индексĕ 429380
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 255 845 008
Таяпа Энтри (Раççей)
Точка
Таяпа Энтри (Чăваш Ен)
Точка
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Таяпа (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Таяпа Энтри, Tajapa EntriЧăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ йышне кĕрет.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Таяпа Энтри Питтĕпелтен 6 çухрăмра вырнаçнă, Тип Пăла юханшывăн икĕ çыранĕпе сарăлса ларать. Чи çывăх ял 1,8 çм-ра вырнаçнă (Кĕçĕн Таяпа), чи инçетри ял 16 303 çм-ра, Çулăмлă Çĕр утравĕ çинче (Кăнтăр Америка) вырнаçнă (Печерей).

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 653 çын, çав шутра 311 арçын, 342 хĕрарăм пурăннă[1].. Ку шутран 47.6 % арçынсем. Халăх йышĕ 1979-мĕш çултанпа ӳсес вырăнне чакса пырать. 70-мĕш çулсенче Таяпа Энтринче 1000 ытла çын пурăннă, 2006 çулта 824 çын. Анаткас, Арманкас, Çӳлтикас, Йăлăмкас, Лавккакасси, Малтикас, Çĕнкас, Майракасси, Поçелкă, (Ял), Тукас урамĕсем.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Таяпа Энтрине XVI ĕмĕр вĕçĕнче Хусан çывăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсен пĕр ушкăнĕ никĕсленĕ. Ку саманара, Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн, вырăс администрацийĕ çирĕплениччен, чăваш халăхĕ ясак-налук тулемен. Вырăссен начар çĕнĕ йĕрки çинчен сăмах сарăлнă хыççăн, ирĕклĕхе хăнăхнă çамрăк çынсем пуçтарăннă та: "Чăвашла пĕлменнии сире пирĕн ачасен пуласлăхне тытса илме ирĕк памасть", - тенĕ. Çак сăмахсемпе вĕсем хальхи Чăваш кăнтăр енне çула тухнă.

Халăх халапĕпе, ушкăн, хальхи Арманкас вырăнĕнче чарăннă чухне, тиха кăтăрса чупнине, илемлĕ уй-хир тата тап-таса çăл кура кайсан, каланă: "Ах, мĕнле илемлĕ! Кунта пурăнма юлар пуль", тенĕ.

Этимологсен шучĕпе, Таяпа Энтри хăй ятне юханшыв çинче мĕнле вырнаçнипе илнĕ. Мĕншĕн тесен, Таяпинка юханшыв çинче çулĕрех Таяпа (Кĕçĕн Таяпа) вырнаçнă. Аяларах вара - Таяпа Энтри (Таяпа Анатри).

1917 çулчен Теччĕ уесĕн Пысăк Таяпа вулăсне кĕнĕ.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]