Зубцов районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Зубцов районĕ, — Тверь облаçĕн кăнтăр енче вырнаçнă районĕ. Район тĕпĕ Зубцов хулинче вырнаçнă.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район лаптăкĕ 2 167 çх2. Тĕп юханшывсем: Атăл, Вазуза, Шешма, Держа, Шоша, Жабня.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1929 çулта Зубцов уесĕ вырăнĕнче йĕркеленĕ.

1941 çулхи юпа уйăхĕнче район çĕрĕсене нимĕçсем тытса илнĕ.

Хальхи чиккисем 1965 çултанпа тытăнса тăраççĕ.

Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 18,4 пин çын (2006) пурăнать. Хула халăхĕ — 7,2 пин çын шутланать.

Районта пурĕ 272 ял-хула вырнаçнă.

Пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çултанпа район 8 тăрăхран тăрать. Вĕсенчен хула тăрăхĕсем — 1, ял тăрăхĕсем — 7.

Хуçалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çул-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район тăрăх Мускав — Рига, Вязьма — Рига, Вязьма — Зубцов, Зубцов — Гагарин автомобиль çулĕсем иртеççĕ. Çавăн пекех район тăрăх Мускав — Рига чукун çул иртет.

Паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]