Теннис карти

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Карта (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Теннис картин виçисем, метрпа.

Карта, Корт (акăл. court, лат. cohors — карта тытнă вырăн) — тӳрем, тӳрĕ кĕтеслĕ теннис вылямалли лаптăк.

Параметрсем[тӳрлет]

Карта тăршшĕ — 26 ярд (23,77 м), анлăшĕ — 9 ярд (8,23 м) (иккĕн выляма) е 12 ярд (10,97 м) тăваттăн выляма.

Кăсăк фактсем[тӳрлет]

1873 çулта лаун-теннис вылявăн йĕркелĕхне Уингфилд майор патентланă: картан ĕлки хăйăр сехечĕ евĕр пулнă, варринче ансăрланнă, сеткăн çӳллĕшĕ 5 фут, картан енĕсемпе аяккисем пулнă[1]. Картан ĕлкине тăваткалли çине 1877 çулта улăштарнă, сеткăн çӳллĕшне тата вăййа кĕртмелли йĕртен сеткăна çити хушăна тĕплĕнех 1882 çулта çирĕплетнĕ[2].

Витĕм[тӳрлет]

реал-теннис вылямалли Фолкленд керменĕн залĕпе (1539) халĕ те спортсменсем усă кураççĕ. Хэмптон-кортри зал татах аслăрах, анчах унта халĕ музей.

Теннис картин тĕрлĕ тĕслĕ витĕм пулать: çеремлĕ, тăпраллă, бетонлă, е синтетик кавирлĕ. Витĕм тĕсне пула пӳске тĕрлĕрен сиксе илет, çавăнпа та кашни картара выляв стратегине хăйне май тытса пымалла. Тенниспа профессиллĕ вылякансем пĕрисем тăпра картинче аван пултараççĕ пулсан та, бетонли çинче начартарах выляççĕ.

Çерем картисем[тӳрлет]

Малтан çерем картисенче вылянă. Лаун-теннис ячĕ акăлчансен lawn, «çерем, уçланкă» сăмахĕнчен пулса тухать. Вĕсен пахалăхĕ курăк епле пулнинчен килет. Пӳске лутра сикет, хăвăрт вĕçет. Унсăр пуçне, тăпра яка марри те вылява йывăрлантарать. Çĕрем картисенче пӳскене вăйлă çапса вăйăна кĕртеççĕ те serve and volley стилĕпе выляççĕ (пӳскене вăййа кĕртсе сетка патне хăвăрт тухаççĕ).

Уимблдон турнирĕ çерем картисем çинче иртет. Çак картасенче Австралипе Аслă Британи теннисчĕсем питĕ лайăх выляççĕ.

Тăпра картисем[тӳрлет]

Тăпра картин витĕмне тăм, хăйăр, ватнă вĕтĕ кирпĕч е чул хутăшĕнчен тăваççĕ, хăш чухне, резина тата пластмасса тĕпренчĕкне кĕртеççĕ. Тăпра картин тĕсĕ — хĕрлĕ-хăмăр е тĕксĕм-симĕс.

Тăпра картинче пӳске çӳллĕ сиксе питĕ мăран вĕçет. Çапла, вăйăн темпĕ вăрах, чылай тăсăлăвлă. Теннисистсем ура шуçнă чухнех çапаççĕ.

Тăпра картисенче Францин уçă чемпионатне ирттереççĕ. Çак витĕмлĕ картара Испани, Франци тата Кăнтăр Америка спортсменĕсем аван ăмăртаççĕ.

Хытă картасем[тӳрлет]

Хытă витĕмлĕ картасем хăвăртлисем шутланаççĕ, анчах та пӳске вĕçевĕн хăвăртлăхĕ çерем çинчинчен сахалтарах. Вĕсен тĕпĕнче бетон е асфальт пулать, вĕсене çиелтен синтетика сийĕпе хупланă. Витĕмсен хăшпĕр варианчĕсен хăйĕн ячĕ пур, тĕслĕхрен: Plexipave, Rebound Ace, DecoTurf, TeraFlex, AC Play (Россия). Пӳскене вăйлăн çапса кĕртекен вылявçăсем çак картасенче хăйсене çăмăллă туяççĕ.

Хытă витĕмлĕ картасенче Австралин уçă чемпионатне (Plexicushion витĕм) тата АПШ уçă чемпионатне (DecoTurf витĕм) ирттереççĕ, малтан, çапах та, вĕсене çерем картисенче ирттернĕ.

Çакăн евĕр витĕмсене Хард теççĕ. Витĕм материалĕсем — акрилпа шыв хутăшĕсем. Витĕм 3-рен пуçласа 12-çити сийрен тытăнса тăрать: пĕррисем тĕпне тытаççĕ, теприсем çемçетеççĕ, тĕс паракан финиш сийĕсем.8х927х08х04х300

Кавир картисем[тӳрлет]

Кавир картин айĕнче хытă тĕпĕ çине синтетика кавирне хунă.


Кавир картинче Кремль кубокĕн матчĕсене ирттереççĕ.

Урăх витĕмлĕ картасем[тӳрлет]

Урăх сийлĕ теннис картисем те, тĕслĕхрен асфальт, йывăç е резина витĕмлисем тĕл пулаççĕ, анчах та вĕсем çинче официаллă матчсене ирттермеççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Tennis // The Encyclopedia of North American Sports History / Ralph Hickok.. — NY: Facts on File, 1992. — P. 446—449. — 516 p. — ISBN 0-8160-2096-5
  2. ^ Bud Collins' Modern Encyclopedia of Tennis / Bud Collins, Zander Hollander. — Detroit, MI: Visible Ink Press, 1994. — P. 7—8. — 666 p. — ISBN 0-8103-9443-X

Каçăсем[тӳрлет]