Теодор Шторм
| Теодор Шторм | |
|
|
|
| Ĕçлĕх тĕсĕ(сем) | нимĕç çыравçи тата сăвăçĕ |
|---|---|
| Çуралнă | 7.2.1932 Хузум х., Çурçĕр Фрисланд, Германи |
| Вилнĕ | 4.7.1888 Хадемаршен (Гольштейн) |
| Тĕп ĕçĕсем | |
| «Иммензее», (1849);
«Шур утлă юланут» (Der Schimmelreiter, 1888); «Aquis submersus» (лат. «Шыва путни») (1876)». |
|
Теодор Шторм (ним. Storm, Theodor) — нимĕçсен паллă çыравçи, сăвăçĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Теодор Штормăн çуралнă вырăнĕ — Çурçĕр Фрисланди. Хăйĕн тăван хулинче латин шкулĕнче, Любекре гимназире вĕреннĕ, Киль тата Берлин университетĕсенче право пĕлӳне пухнă. 1843–1853 çулсенче юрист ĕç-пуçне Хузум хулинче пикеннĕ.
Ун чухне Шлезвиг херцăклăхпа Дансен патшалăхĕ хушшинчи ĕçсем хĕрӳллĕхе кĕрсе кайнă пулнă, пăлхав хыпса тухать, вырăнти нимĕç халăхĕ майлă Прусси вăрçăпа тухать, çапах та тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă тытăçура пăлхава дансем пусараççĕ, çакăнпа килĕшеймесĕр Шторм Пруссие эмиграцие каять. 1864 çулта герман-дан вăрçисем хыççăн Шлезвиг Данирен уйрăлать. Шторм Хузума таврăнать те 1880 çулччен юрист ĕçĕнче вăй хурать. Çыравçă Хадемаршенре (Гольштейн) 1888 çулхи утăн 4-мĕшĕнче вилет.
Лирика юррипе поэзин юлашки ăсти пулса, Шторм XIX ĕмĕрте Л. Тик пуçарнă сăвăçлăх йăлине çӳллĕ шая çити ӳстерет. Унăн сăввисем (Gedichte, 1852) нимĕç çавăç-лирики йышĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Уйрăмах унăн новеллисем мăнаçлăн шăранса тухаççĕ. Пĕрремĕш курăнăвлă новелли XIX ĕмĕрте пурне те паллă Иммензее (Immensee, 1850) шутланать, çапах та чи пахараххи "Шур утланçă" (Der Schimmelreiter, 1888) тата Aquis submersus (лат. «Шывра путăнни») мерченĕ (1876) пулать.
[тӳрлет] Шторм ĕçĕсене вырăсла куçаракансем
С. Григорьева, Т. Путинцева, Е. Михелевич, Л. Коган, Д. Каравкина, И. Зусманович, Вс. Розанов, Е. Янова, Б. Замарин, Н. Касаткина, Н. Аверьянова, А. Авербах.
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Манн Т. Теодор Шторм / Т. Манн // Собр.соч.: В 10 т.- М., 1960.- Т.10. - С.14-36.
[тӳрлет] Каçăсем
| Ку вĕçлемен статья çын пирки. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
- Вĕçлемен статьясем çынсем пирки
- Тĕрĕслемелле, вĕçлемен статьясем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Нимĕç çыравçисем
- Нимĕç сăвăçисем
- Германи çыравсисем
- Германи сăвăçисем
- Çурçĕр Фрисландра çуралнисем
- Нарăсăн 7-мĕшĕнче çуралнисем
- 1932 çулта çуралнисем
- Хадемаршенра вилнисем
- Германире вилнисем
- Утăн 4-мĕшĕнче вилнисем
- 1888 çулта вилнисем