Терентьев Геннадий Терентьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Геннадий Терентьев
Çуралнă чухнехи ят: Геннадий Терентьевич Терентьев
Суя ятсем: Ухтер Мучи
Çуралнă вăхăт: 1929, юпа, 17
Çуралнă вырăн: Кивĕ Пуянкасси ялĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2006, ака, 13
Вилнĕ вырăн: Чăваш Республики, Шупашкар
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: драма
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Терентьев пăхăр.

Терентьев Геннадий Терентьевич, (1929 çул, юпа, 17 Чăваш АССР Вăрмар районĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕ — 2006 çул, ака, 13, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш драматургĕ, актёрĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1976), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1982), К. С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни лауреачĕ (1971) [1][2]

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1929 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă.

Чăваш академи драма театрĕ çумĕнчи студине вĕренсе пĕтернĕ. 1954-1998 çулсенче театрта ĕçленĕ.

2006 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рольсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Федор (Н. Айзман, «Кай, кай Ивана»);
  • Сетнер (К.Иванов, «Нарспи»),
  • И.Н.Ульянов (Н.Терентьев, "Волны бьют о берег", 1970);
  • Ангел (А.Ф.Коломиец, "Дикий Ангел", 1982);
  • И.Я.Яковлев (И.С.Максимов-Кошкинский, "Буря за бурей"; Н.Терентьев, "После молнии — гром");
  • Элендей (Ильпек Микулайĕн «Хура çăкăр»)
  • Кузьма (В.Распутин, «Деньги для Марии» )

Пьесăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геннадий Терентьев, республикăн театрĕсенче лартнă вунă ытла пьесăн авторĕ. Пĕрремĕш «Нонка юратăвĕ» пьесине театрта вылянă хушарах çырма пуçланă. Унăн кĕнекисем:

  • «Ывăлсем»
  • «Энĕш хĕрринче» (1979);
  • «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» (1989);
  • «В Анаткасах»;
  • «Милая, знала бы ты»

Геннадий Терентьев эстрада çинче те хăй пултарулăхне кăтартнă. Ухтер Мучи сăнĕ асăма халăхра юлнă.

Çавăн пекех вăл телевидени фильмĕсенче темçе роле вылянă, фильмсене чăваш дубльĕсем тунă чухне хутшăнать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Акташ, Т. Утмaлăх та, пилĕк юррăм пур / Т. Акташ // Ялав. – 1994. – № 10. – С. 19.
  • Актер, драматург, юрăç // Eлчĕк ен. – 1999. – 13 юпа.
  • Лукин, А. Çунат хушса, хавхаланса / А. Лукин // Тăван Атăл. – 1979. – № 10. – С. 76–78.
  • Матвеева, Г. Тăван пек кĕтнe çын / Г. Матвеева // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 17 окт.
  • Маяксем, Л. Канaçсăр чĕре, иксĕлми талант / Леонид Маяксем // Хыпар. – 1999. – 16 юпа. – С. 6.
  • Сементер, Ю. Утакан малаллах каять / Ю. Сементер // Терентьев, Г. Т. Çĕмĕрт шап–шурă çеçкере / Г. Т. Терентьев. – Шупашкар, 1988. – С. 3–8.
  • Сергеев, Г. Ялкăш пултарулăх çути / Г. Сергеев, Ф. Агивер // Ялав. – 1979. – № 10. – С. 25–27.
  • Смирнова, Н. Чи кирли – юратупа хисеп / Н. Смирнова // Хыпар. – 1994. – 15 юпа.
  • Терентьев, Г. Т. Купăсна ан сут, Ухтер мучи / Г. Т. Терентьев ; Г.Матвеева калаçнă // Хресчен сасси. – 1999. – 14 юпа.
  • Терентьев, Г. Т. Патриархăмăрăн сăнарĕ чăваш сцени çинче / Г. Т. Терентьев ; Н. Смирнова калаçнă // Хыпар. – 1998. – 25 пуш.
  • Григорьева, З. Сто жизней в одной / З. Григорьева // Совет. Чувашия. – 1979. – 17 окт.
  • Терентьев, Г. Т. Настоящее искусство трогает до слез / Г. Т. Терентьев // Совет. Чувашия .– 1999. – 6 нояб.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]