Тефлон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фторопласт-4 (хытартарнă цилиндр)

Тефлон (Политетрафторэтиле́н, фторопла́ст-4) (-CF2-)nтетрафторэтиленăн полимерĕ (ПТФЭ), пластикăллă хăйне евĕр физика-химиллĕ пахалăхĕсемпе палăрнă, ăслăлăх, техника облаçĕсенче тата кулленхи пурнăçра усă курмалли капланчăк (масса).

Тефлон патенчĕ DuPont америка компанийĕ аллинче. Пĕр версипе, çак полимера Совет Союзĕнче ăсталанă, кайран патента америкăна сутнă.

Физика пахалăхĕсем[тӳрлет]

Тефлон — шурă, çинçе сийлĕ витĕр курăнакан парафин е полиэтилен евĕр япала. Вĕрипе тата сивве хирĕç хаяр тăракан, авкалануллă эластикăллă 250 пуçласа +250 °C тарин температурăра, изоляциллĕ материал. Тефлонăн питĕ пĕчĕк çийĕн туртăнăвĕллĕ тата пĕчĕк адгезиллĕ; шыва та, çăва та, чылай органикăллă растворительсене туртса çыпăçтармасть.

Хими пахалăхĕсем[тӳрлет]

Хими тытăçĕ енĕпе синтетикăллă материалсенчен, пархатарла металсенчен вăйлăрах. Сĕлтĕсем, кислотасем тата патша эрехĕ те аркатаймасть. Сĕлтĕ металлĕсен хутăшĕсем, фтор тата хлорăн трифторичĕ аркатма пултарать.

Усă курни[тӳрлет]

Тефлонпа хими, электротехника тата апат-çимĕç промăçлăхĕнче, медицинăра усă кураççĕ.

Электроника[тӳрлет]

Çимĕç промăçлăхĕ, кулленхи пурнăç[тӳрлет]

Пĕчĕк адгезие, шыва çыпăçтарманни тата вĕрĕлĕхе хирĕç тăнине пула тефлонпа экструзи хормисенче тата çăкăр пĕçермелли хормăсенче, çаплах çатма тата кастрюль тунă çĕрте усă кураççĕ.

Тефлон витĕмĕн çирĕплĕхĕ начар, çавăнпа апат пĕçернĕ чух йывăç, пластик хатĕрĕсемпе — (апат кĕреçисемпе, çăпалапа) — усă курмалла. Тефлон витĕмĕллĕ савăта лĕпкĕ шывра çемçе пусма татăкĕпе, шĕвек синтетикăллă çăвакан япалапа, шщăйăртаракан абразивлă татăксемсĕр çуса тасатмалла.


    F   F
    |   |
R - C - C - R
    |   |
    FF