Тибр

Википедири материал

Тибр (итал. Tevere) — Итали тăрăх юхакан юханшыв. Ун çинче Рим ларать.

Тибр Апеннин çурутравĕ çинче чи пысăк юханшыв шутланать. Унăн тăршшĕ 405 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 18 пин км² патнелле. Çăлкуçĕ Апеннин тăвĕсенче вырнаçнă. Çӳлти тата вăтам юхăмĕсенче вăл тусем хушшинче юхакан юханшыв шутне кĕрет. Кайран вара Маремма тӳрлĕмĕ урлă юхса Тиррен тинĕсне юхса тухать.