Тибурон (утрав)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Урăх пĕлтерĕшĕсене Тибурон (пĕлтерĕшсем) статьяра вулăр.
| Тибурон | |
| Вырăн тĕлĕ | Калифорни кӳлмекĕ |
| Координатсем | |
| Лаптăк | 1 201 км² |
| Патшалăх | Шаблон:Мексика Мексика |
| Облаç | Сонора |
Тибуро́н (исп. Tiburón) — Калифорни кӳлмекĕнчи утрав. Мексика территорийĕ. Çĕр лаптăкĕ 1 201 км².
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Утрав Мексикăпа тата Калифорни кӳлмекĕнче чи пысăк шутланать. Сонора штачĕн Эрмосильо муниципалитет шутне кĕрет. Тухăçра материкран ансăр (Canal del Infiernillo) тинĕс пырĕпе, Тибуронăн çурçĕр-анăç енче кӳлмекĕн тепĕр пысăк утравĕ —Анхель-де-ла-Гуарда.
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Тахçанах утрав çинче сери инди йăхĕ пурăннă[1]. 1963 çула çутçанталăк управ кунĕ ирттернĕ. Мексика президенчĕн Л. Эчиверри Альваресăн 1975 çулхи хушăвĕпе Тибурон утрава сери йăхне панă[2].
Халĕ утрав çинче çын (тухăç енчи çар объекчĕсемсĕр пуçне) пурăнмасть.
Этимологи [тӳрлет]
Tiburón испанран куçарсан «акула» пулать.
Каçăсем [тӳрлет]
| Тибурон (утрав) Викиампарта? |