Тигр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тигр (юханшыв) — Азири юханшыв.

Географи[тӳрлет]

Тигр шывĕ Мосул (Ирак) хули витĕр юхса пырать. Тигр — Азире юхакан шыв, вăрăммăшĕ — 1850 çухрăм. Эрмен туçинчи Хазар кӳллинчен (Турци) пуçланать; хăйĕн 1500 çухрăм тăршшĕпе Ирак çĕрĕсем тăрăх юхать. Чи пысăк юпписем — Мăн тата Кĕçĕн Заб, Дияла, Керхе, Эль-Узайм. Тигр Евфратпа пĕрлешнĕ хыççăн Шатт-эль-Араб ятлă пулать, вăл вара Перси пырне юхса тухать.