Титов Константин Алексеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Титов Константин Алексеевич, — Самар облаçĕн губернаторĕ. 1944 çулхи юпа уйăхĕн 30 Мускавра çуралнă. 1991 çултанпа Самар облаçĕн губернаторĕ вырăнне йышăнать. Авланнă, ывăл тата икĕ мăнук пур.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

1953 çулта Титовсен çемьи Тольятти хулине куçса килнĕ. 1962 çулта Константин вăтам шкула вĕренсе петернĕ. 1968 çулта Самарăн патшалăх аэрокосмос университетне «Самолётсемпе двигательсене экспуатаци тăвакан инженер-механикĕ» специальностьпе вĕренсе пĕтернĕ. 1968-1970 çулсенче институтран янă хыççăн авиазаводра бортмеханик пулса ĕçленĕ.

1990 çулхи пуш уйăхĕнче халăх депутачĕсен канашне суйласа илнĕ. Ун хыççăн вăл унăн председателĕ пулса тăнă. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 31 Б. Н. Ельцин хушăвĕ тăрăх Самар облаçĕн пуçлăхĕ вырăнне лартнă.

1996 тата 2000 çулхи (утă, 2) суйлавсенче Самар облаçĕн гутернаторне суйласа илнĕ. 2005 çулхи ака уйăхĕн 26 Самарти губерни думиĕ ăна губернатор вырăнне хăварма ырланă.

2005 çулхи чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа «Едина Россия» партинче тăрать.

Каçăсем[тӳрлет]