Тициус-Боде тӳрелĕхĕ

Википедири материал

Тициус — Боде йĕркелĕхĕ е Тициус-Боде тӳрĕлĕхĕ хăйĕпе Эмпири хормули пулать, вăл Хĕвел системинчи планетасемпе Хĕвел хушшинчи хутлăхсене (орбитăн вăтам радиусĕсем) шутласа хума мел парать. Тӳрĕлĕхпе усă курма И. Д. Тициус 1766 ç. сеннĕ — И. Э. Боде тĕпчев ĕçĕсене пула 1772 ç. тĕнчери паллăлăха тухнă.

[тӳрлет] Пĕтĕмĕшлĕ çырса палăртни

Тӳрелĕхĕн халиччен те çутçанталăкри тĕп-тĕрĕс ăнлантарăвĕ çук (2005). Чи ĕненӳллĕ ăнлантару пирки çакна калама пулать. Хĕвел системи хормăланнă тапхăрта, протопланетăсен гравитациллĕ хумханăвĕсем сĕмĕпе черетленсе вырнаçнă облаçсен регулярлă структуринче тăнăç орбитăсем йĕркеленме пултарайман. Астрофизиксен пĕр ушкăнĕ çак тӳрелĕхĕн чăнлăхĕ ахаль çеç пулса тухать тесе шухăшлать.

Хĕвел системинчи икĕ планетăн — Юпитерпа Уранăн — спутниксем пур. Вĕсем, ахăртнех, планетисем мĕнле çуралнă, çавăн пекех тытăмланнă. Çак спутник пуххисен регулярлă тытăмĕ пур, анчах та вĕсем Тициуспа — Боде тӳрĕлĕхне (правили) пăхăнса куçмаççĕ.

Кирек епле планетăшăн, чи (шалти) варринчи планетă (Меркури) çити хутлăхĕ варринчи умĕнхи планетăран варринчи планетăна çити хутлăхĕнчен икĕ хут инçерех:

{R_i - R_{Mercury}} = 2 \cdot \left( {R_{i-1} - R_{Mercury}}  \right)

Шутлав пĕтĕмлетĕвĕсене таблицăра кăтартнă. Унта çакна курма пулать: çак йĕрке виçелĕхне (саккунлăха) астероидсен ярăмĕ те лекет, Нептун вара, йĕрке виçелĕхĕнчен тухса ӳкет, унăн вырăнне тĕлĕнтермĕш пулăмĕпе Плутон йышăнать, анчах та ăна чылай ăслăхçă планета тесе кăтармасть.

Планета i k Орбитăн радиусĕ (а. в.) {R_i - R_{Mercury}}\over{R_{i-1} - R_{Mercury}}
йĕркелĕхĕпе чăн япалиллĕ
Меркури −1 0 0,4 0,39
Венера 0 1 0,7 0,72
Çĕр 1 2 1,0 1,00 1,825
Марс 2 4 1,6 1,52 1,855
Астероидсен ярăмĕ 3 8 2,8 вăтамран 2,2—3,6 2,096 (по орбите Цереры)
Юпитер 4 16 5,2 5,20 2,021
Сатурн 5 32 10,0 9,54 1,9
Уран 6 64 19,6 19,22 2,053
Нептун тухса ӳкет 30,06 1,579
Плутон 7 128 38,8 39,5 2,078 (Уран еннелле пăхса)
Эрида 8 256 77,2 67,7


Тӳрĕлĕх çакнашкал хормăллă курăнать.

Шаблон:Рамка

D_i= 0, 3, 6, 12, \dots умлă-хыçлăхăн кашни элеменчĕ çумне 4 хушаççĕ, хыççăн пулăмне 10 çине пайлаççĕ. Тупăннă хисепĕ астрономиллĕ виçеллĕ радиус шутланать. Çапла,

 R_i = {D_i + 4 \over 10}

Шаблон:/рамка

Di умлă-хыçлăх — геометри прогрессийĕ, пĕрремĕш хисепĕсĕр пуçне. Çапла, D_{-1} = 0; D_i = 3 \cdot 2^i, i \geq 0

Çак хормулăнах урăхла çырма пулать:

R_1=0.4, 
R_{(i-1)} = 0.4 + 0.3 \cdot 2^i

Хăш чух, çапла хормулировка та тĕл пулать:

Шаблон:Рамка Шаблон:/рамка

[тӳрлет] Каçăсем