Тоскана

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тоскана (итал. Toscana) — Италин административлă çĕрĕ. Тĕп хули — Флоренци. Лаптăкĕ — 20,990 çм², пурăнакан халăхĕ 3 516 296 çын. Çутçанталăк илемлĕхĕшĕн Тоскана Италире чи паха вырăн шутланать.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Çурçĕр-анăçĕнче Тоскана Лигурипе, çурçĕрте Эмили-Романьăпа, тухăçра Маркепе тата Умбрипе, кăнтăрта Лациопа чикĕ тытать. Анăçри 320 çухрăм çыран хĕриллĕ çĕрĕсене Тиррен тинĕсĕн хумĕсем ачашлаççĕ. Çĕр-пичĕ иккĕ виççĕмĕшĕ сăртлă, чĕрĕкле — туллă. Террриторин 8.4 % çех Арно юханшывĕн çумĕнчи айлăмĕнче тӳрем.

Тĕп сăрт-ту хырçисем — Апеннинсем; вĕсем Тосканăн çурçĕрĕнче тата тухăçĕнче. Урăх паллă рельефĕсем — Масса-Каррарапа Лукка провинцисенчи Апуан Альписем , çак тусенчен каррар мраморне тупăçлаççĕ; регионан варринче — Металл Сăрчĕсем; Пизăпа Лукка хушшинче Пизан Тăвĕсем; Амиат Тавĕ,Флоренци провинцинчи ватă сӳннĕ вулкан Пратоманьо.

Административлă тытăмлăхĕ[тӳрлет]

Тоскана 10 провинцирен пуçтарăнать:

Toskanskie provincii.png

Истори[тӳрлет]

Апеннин культури тата Виллан культури[тӳрлет]

Регионăн этруссен мал историйĕ çав тапхăрти Грецирипе пĕр евĕрлех. Тоскана облаçĕнче пирĕн эрăччен 2 пинçуллăх варринче (пирĕн эрăччен 1350—1150) çулсенче Апеннин культуриллĕ Эгей тинĕсĕ таврашĕнчи миной цивилизацийĕпе сутă-илӳ тунă халăх пурăннă. Виллан культури аталанса пынă (пирĕн эрăччен 1100—800 ç.ç.), анчах та вăл этруссен цивилизацийĕ айне пулнă е сĕмне куçнă.

Этруссен тапхăрĕ[тӳрлет]

Этруссемçурçĕр Итали çĕрĕн пĕрремĕш пысăк цивилизацине туса хураççĕ. Вĕсем транспорт тытăмлăхне (инфраструктурине) йĕркелеççĕ, çĕр ĕçĕпе ту ĕçне аталантарса яраççĕ, ӳнерлĕхĕн ялкăм ĕçĕсене шăратаççĕ. Ăслăхçăсем халĕ те этруссем çак çĕрсенче историллĕ тапхăртан маларах та пурăннă-ши е кунта вĕсен аслашшĕсем урăх çĕр-шывран килсе тухнине пĕлеймеççĕ-ха. Цивилизаци Арно тата Тибр шывĕсем хушшинче пирĕн эрăччен VII ĕмĕртен тĕрекленсе пынă, пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте чапа тухнă, малаш вăхăтнелле хăйĕн мăнаçĕпе çĕрĕсене рим çыннисене пирĕн эрăччен III ĕмĕрте парнелесе хăварнă. Римсем вĕсен тĕнчелĕхне аркатмасăрах хăйсен ăшлăхне чиксе пĕрпеклетсе йышăннă.

Чĕрĕлӳ[тӳрлет]

Тосканăра итали Чĕрĕлĕвĕ çуралать, унăн ӳнерлĕ кăнарлăхĕ шутне архитектура, ӳнер çыру тата скульптура, пĕтĕм регионăн музейĕсем, вĕсенчен чи чаплисе — Уффицци тата Флоренцири Барджелло Музейĕ. Тоскана Леонардо Да Винчи, Микеланджело тата Данте Алигьери (итали чĕлхин ашшĕ) тăван çĕрĕ пулать.

Хуçалăхĕ[тӳрлет]

Тоскана хăйĕн чапа çĕнсе илнĕ эрехĕсемпе (чи илĕртӳллисем — Кьянти, Мореллино Ди Скансано тата Брунелло Ди Монтальчино ) палăрса тăрать, кусемсĕр пуçсăр тепĕр 120 çутçанталăк управĕ хатĕр кĕтеççĕ кăмăл çынсене.

Ял хуçалăхăн ытти отраçлисем: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси (Кианти-Айлăмĕнче) тата олива çуне юхтарса кăларасси, уйрăмах Лукка сăрчĕсенче.

Промăçлă мотоциклĕсене, мотороллерсене тата самолётсене пуçтараççĕ; Прато текстиль округĕ шутланать, Ливорнăра нефтехими объекчĕсем тата Пьомбинăра хурçă-тимĕр завочĕсем ĕçлеççĕ.

Турисăм «Ӳнерлĕх Хулисем» (Флоренци, Пиза, Лукка, Сиена, Сан Джиминьяно) тата тинĕс хĕрринче тата утравсем (Эльба) çинче сарăлнă.

Апуан Альписенче (Каррара) мрамора тупăçлаççĕ.

Каçăсем[тӳрлет]