Тото Кутуньо

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тото Кутуньо
фото
Тĕп хыпар
Тулли ят

Salvatore Cutugno

Патшалăх

Итали

Профессисем

Итали композиторĕ, юрăçи

Инструментсем

вокал, гитара, саксофон

Ушкăнсем

«Albatros»

Пĕрĕçлĕх

Адриано Челентано, Джо Дассен

www.totocutugno.it

Сальвато́ре (То́то) Куту́ньо (итал. Toto Cutugno; Salvatore Cutugno; утă, 7 1943, Фоздиново, Масса-Каррара, Тоскана, Итали) — итал композиторĕ, эстрада юрăçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Яшлăх тата карьера пуçламăшĕ (1943—1974)[тӳрлет]

Сальваторе Кутуньо 1943 çулхи утăн 7-мĕшĕнче Тосканăри Фосдиново хулинче çуралнă[1] . Темиçе уйăх иртсен унăн çемьи Специя хулана куçса каять, унта унăн ашшĕ Тото (Toto — Salvatore ячĕн кĕске форми) çар морякĕ хĕсметре тăнă. Пĕчĕк чухнех арçын ача мусăк патне туртăннă: ашшĕ пекех труба çинче лайăх вылянă, çак инструмента алла илнĕ; каярах хăйех параппансемпе тата аккордеонпа выляма хăнăхнă. 13 çул тултарсан Тото регионри мусăк конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухать.

Кутуньо хулари мусăк ушкăнĕсенче вылять, 19 çул тултарсан Финляндие Манусарди маэстро ансамблĕпе улттă уйăхлăха тура каять. Италие таврăнсан, Сальваторе хайĕн «Toto e Tati» ушкăнне пуçтарать те Итали тăрăх гастрольсене çӳрет. Çав вăхăтрах хăй те мусăка хайлама тытăнать.

Джо Дассен[тӳрлет]

1975 çулăн пуçламăшĕнче Кутуньо «Albatros» ушкăнпа ĕçлеме тытăнать, Вито Паллавичини сăвăçпа Oasis, Uomo dove vai, Africa юрăсене хатĕрлет. Çав çултах вăл франци чĕлхипе юрлакан Джо Дассен Кутуньо - Паллавичини тандема асăрхать. Дассен валли текстсем çырнă Клод Лёмельпе Пьер Делануа Тото Кутуньо мелодийĕсем çине франци тексчĕсене хайлаççĕ. Çапла, паллă Et si tu n`éxistais pas, Salut тата 1975 çулăн çуллахи франци поп-хичĕ L`été Indien çуралаççĕ.

Кутуньо малашнехи 3 çулта Джо Дассен валли татах 6 юрă, çав шутра чи вăрăм Le jardin du Luxembourg композицие (12 минут янăрать), çырать.

«Albatros»[тӳрлет]

1976 çулта Тото пĕрремĕш ăстрăм Сан-Ремо фестивалĕнче «Albatros» ушкăнпа Volo AZ 504юрăпа хутшăнать[2] те виççĕмĕш вырăна тухать. Çав çултах Кутуньо Festivalbar конкурсĕнче Nel cuore, nei sensi юрăпа тупăшать. Çак юрăн франци варианчĕ — «Voici les clés» — ăна Жерар Ленорма́н шăрантарать, вăл Францири хит-парадсенче малти вырăнсенче.

Тепĕр çулта «Albatros» каллех Сан-Ремори «Аристон» театрĕн сцени çине тухать. Gran Premio юрă пиллĕкĕмĕш вырăн йышăнать. Фестиваль иртсенех ушкăн саланать.


Соло карьери[тӳрлет]

1980 çулта артист Сан-Ремăра Solo noi юрăпа çĕнтерет. Темиçе эрне иртсен Тото Тĕнчери çăмăл мусăк фестивалĕнче (Токио) Francesca non sa юрăпа мала тухать.

1983 çулта Тото Кутуньо Сан-Ремо фестивалĕнче L’italiano юрăна кăтартать, вăл халĕ те артистăн «визит карточки» пулать. Официаллă юрă 5-мĕш вырăна тухать, çапах та Totip «халăх суйлавĕпе» L’italiano 1-мĕш вырăна тухать.

1984 çулта Тото Сан-Ремăра 2-мĕш вырăна Serenata юрăпа тухать, тепĕр çултан çав фестивальтех Noi ragazzi di oggi юрăпа 14 çулхи Луис Мигель мексикан каллех 2-мĕш вырăна илет.

1986 çулта Тото Кутуньо Сан-Ремăра Azzurra malinconia юрăна шăрантарса 4-мĕш вырăна тухать. 1987 çулта Кутуньо Figli юрăпа 2-мĕш вырăнта. Унсăр пуçне, унăн виççĕ юрри ăмăртаççĕ: Io amo (Fausto Leali), Il sognatore (Peppino Di Capri) e Canzone d’amore (Ricchi e Poveri). Юрăсене 4-мĕш, 5-мĕш тата 7-мĕш вырăнсене çĕкленеççĕ. Çав çултах Тото Domenica In итал телекуравĕн вырсарникунхи кăларăмĕн ертӳçи пулса тăрăшать.

Малашнехи виççĕ çул Тото Кутуньо каллех питĕ ăнăçлăн Сан-Ремо фестивальне хутшăнать: Emozioni (1988), Le mamme (1989) тата Gli amori (1990) юрăсем 2-мĕш вырăна тухаççĕ. 1990 çулта Gli amori юрăн акăлчан версине — Good love gone bad фестивальре тĕнче мусăкĕн халапĕ — американ юрăçи Рэй Чарльз — шăрантарать.

1990 çулта Тото Кутуньо Загребра «Еврокуравĕнче» Insieme: 1992 юрăпа çĕнтерет. Çавăнпа та Итали 1991 çулта «Еврокурава» иртерме ирĕк илет. Римри «Еврокурав-1991» конкурса ертсе пыма çак конкурсра çĕнтернĕ Италин иккĕ элчи — Тото Кутуньăпа Джильола Чинкветтине (1964 çулта çĕнтернĕскер) шанса панă.

Пиллĕк çул тăхтав хыççăн, 1995 çулта Кутуньо Сан-Ремăна Voglio andare a vivere in campagna юрăпа таврăнать, çав çултах пĕр ятлă альбома кăларать. 1997 çулта фестивале Faccia pulita юрăпа килет.

1998 - 2000 çулсенче Тото Кутуньо итал телекуравĕнче I fatti vostri кăларăма ертсе пырать, çаплах тĕрлĕ патшалăхсене гастрольсене çӳрет.

2002 çулта артист Il treno va альбома кăларать, вăл Францире халăх кăмăлне çĕклет. 2005 çулта Сан-Ремо фестивалĕнче Come noi nessuno al mondo юрăпа Тото Кутуньо — Аннализа Минетти дуэт 2-мĕш вырăна йышăнать. 2008 çулта Тото Кутуньо каллех фестивальте ăмăртать. Унăн Un falco chiuso in gabbia юрри 4-мĕш вырăна тухать.

2009 çулхи çуркунне Тото Кутуньо йывăр амакĕ вĕрĕленнине пула Раççейри концертсене килеймест — химиотерапи курсне кĕрет[3].

2009 çулхи чӳк уйăхĕнче юрăç Мускавра «Ретро FM халапĕсем 2009» шоуне хутшăнать[4].

2010 çулхи чӳқ уйăхĕнче Кейӳне килет, Адриано Челентано ывăлĕпе, Джакомопа, концерт иртерет[5].

2011 çулхи чӳк уйăхĕнче юрлакан каллех Кейӳне килсе "Çĕнĕ хум" конкурса хутшăннă виççĕ çамрăк артистсемпе соло концертне парать.

2011 çулхи пушăн 11-мĕшĕнче Кремльти патшалăх керменĕнче Аннализа Минетти, InGrid, Марк Тишман юрăçсемпе тата «Премьер-министр» ушкăнпа хаĕн пултарулăхне кăтартать [6].

Халĕ Тото нумай çĕршывра концертсемпе çӳрет, çĕнĕ юрăсене хайлать.

Дискографи[тӳрлет]

Дискографи[тӳрлет]

  • 1976Volo AZ 504
  • 1979Voglio l`anima
  • 1980Innamorata, innamorato, innamorati
  • 1981La mia musica
  • 1983L`italiano
  • 1985Per amore o per gioco
  • 1986Azzurra malinconiaItalia
  • 1987Mediterraneo
  • 1990Insieme 1992
  • 1991Non e` facile essere uomini
  • 1995Voglio andare a vivere in campagna
  • 1997Canzoni nascoste
  • 2002Il treno va
  • 2005Cantando
  • 2005Come noi nessuno al mondo
  • 2008Un falco chiuso in gabbia
  • 2010I miei Sanremo

Джо Дассен[тӳрлет]

  • L`été Indien[7] (сл. P. Delanoë, C. Lemesle; муз. S. Cutugno, P. Losito),
  • Et si tu n`éxistais pas[8] (сл. P. Delanoë, C. Lemesle; муз. S. Cutugno, P. Losito),
  • Salut[9] (сл. P. Delanoë, C. Lemesle; муз. S. Cutugno, P. Losito),
  • Le jardin du Luxembourg[10] (сл. C. Lemesle, муз. S. Cutugno),
  • Côté banjo, côté violon (сл. P. Delanoë, C. Lemesle; муз. S. Cutugno, J. Dassin),
  • Qu`est-ce que tu fais de moi? (сл. P. Delanoë, C. Lemesle; муз. S. Cutugno),
  • L`albatros[11] (сл. C. Lemesle, муз. S. Cutugno, L. Tonet),
  • Et l`amour s`en va[12] (сл. C. Lemesle, муз. S. Cutugno),
  • Il était une fois nous deux[13] (сл. C. Lemesle, муз. S. Cutugno).

всего 13 песен (по словам автора)

Адриано Челентано[тӳрлет]

  • Amore no
  • Soli
  • Un’po' artista, un’po' no
  • Innamorata incavolata a vita
  • L'Italiano
  • L’orologio
  • Non e'
  • Il tempo se ne va
  • Se non e' amore
  • Spettabile signore
  • Non se ne parla nemmeno
  • Manifesto
  • Una parola non ci scappa mai

также 14 песен (по словам автора)

Мирей Матьё[тӳрлет]

Далида[тӳрлет]

  • Monday, Tuesday
  • Il faut danser reggae
  • Partir ou mourir
  • Captain sky
  • Et la vie continuera
  • Femme est la nuit
  • Les clefs de l’amour

Эрвэ Вилляр[тӳрлет]

  • Nous
  • Venise pour l’eternite
  • Reviens
  • Vuelve
  • Mediterraneenne [L'Italiano]

Мишель Сарду[тӳрлет]

  • En chantant (сл. M. Sardou, C. Lemesle; муз. S. Cutugno),
  • Musica (сл. M. Sardou, C. Lemesle; муз. S. Cutugno).
  • "6 milliards 900 millions 980 mille" (муз. S. Cutugno).

Ricchi e Poveri[тӳрлет]

  • Canzone d`amore
  • «Jungle beat»
  • «Amare, ricominciare, no no no»
  • «Good bye my love»
  • «Somebody to love»
  • «La stagione dell’amore»
  • «L’italiano»
  • «Cosi lontani»

Луис Мигель[тӳрлет]

  • Noi, ragazzi di oggi
  • Il cielo

Патрицио Буанне[тӳрлет]

  • L’Italiano

Джилла[тӳрлет]

  • Johnny

Кари Тапио[тӳрлет]

  • «L’italiano» (Olen suomalainen)

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ официаллă сайт хыпарĕпе
  2. ^ чăвашла куçарсан «Рейс AZ 504» — Alitalia авиакомпанин МиланБухарест маршрутпа вĕçекен пĕрмайхи пассажир рейсĕ
  3. ^ http://www.zhizn.ru/article/culture/13995/ О переносе гастролей в России (2009)
  4. ^ http://thebestphotos.ru/archives/2985 Выступление в шоу «Легенды Ретро FM 2009»
  5. ^ 6 В Киеве выступит легендарный Тото Кутуньо
  6. ^ «Второе пришествие Тото Кутуньо» Газета «Новый Взгляд» №3, 10 марта 2011
  7. ^ Оригинал — «Africa» в исполнении «Albatros» (сл. S. Ward, V. Pallavicini; муз. S. Cutugno, P. Losito).
  8. ^ Оригинал — «Oasis» в исполнении «Albatros» (сл. V. Pallavicini, муз. S. Cutugno, P. Losito).
  9. ^ Оригинал — «Uomo dove vai» в исполнении «Albatros» (сл. V. Pallavicini, муз. S. Cutugno, P. Losito).
  10. ^ Оригинал — «Quindici minuti di un uomo» в исполнении «Albatros» (сл. V. Pallavicini, муз. S. Cutugno).
  11. ^ Оригинал — «Albatros» в исполнении «Albatros» (сл. V. Pallavicini, муз. S. Cutugno, L. Tonet).
  12. ^ Оригинал — «Gran Premio» в исполнении «Albatros» (сл. V. Pallavicini, муз. S. Cutugno).
  13. ^ Оригинал — «Monja, Monja» в исполнении «Albatros» (сл. V. Pallavicini, муз. S. Cutugno).

Каçăсем[тӳрлет]