Тулă пĕремĕкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тулă пĕремĕкĕ
Тулă парне 1 кг йывăрăшлĕ пĕремĕкĕ

Ту́лă пĕремĕкĕ — регионăн пичетленĕ пĕремĕкĕсен паллă тĕсĕ.

Яланхилле, тулă пĕремĕкĕ лаптак тăваткал е кĕлетке ĕлкиллĕ. Халĕ тăтăшах ăшне повидлă е тачăлатнă пылак сĕт хураççĕ.

Пĕремĕксене Тулăра XVII ĕмĕртенпе пĕçерни паллă. Пĕрремĕш хут çакăн пирки 1685 çулта кĕнекере кăтартнă.[1] Халĕ тулă пĕремĕкĕсене «Старая Тула» тата «Ясная поляна» комбиначĕсенче хатĕрлеççĕ, çаплах хăшпĕр пĕчĕк йĕркелӳсем те тăваççĕ.

Тулă пĕремĕкĕн музейне Тулăра 1996 çулта уçнă.[2]

«Сельхозпродукты» Тулă лавккин сутă-илӳ залĕнче чи чаплă вырăнта кантăк айĕнче 1000 тенкĕ хут укçи упранать, унпа 2009 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче Раççей президенчĕ Дмитрий Медведев хăйех çакăнта тулă пĕремĕкне туяннă[3].

Рецепт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тулă пĕремĕкне çапла хатĕрлеççĕ:

  1. Çемçетнĕ ĕне çăвне пыл, çăмарта хушса çăраççĕ.
  2. Алăланă çăнăха сода ярса пăр шăвĕнче çăрса чуста тăваççĕ.
  3. Ăшлăхĕ: повидлăна пылакпа çăра та юхайми пуличчен пĕçереççĕ.
  4. Чустана йăваласа икĕ сийлĕ хураççĕ, варрине пылак çимĕçне хураççĕ.
  5. Питĕ вĕри духовкăна 1–2 минутлăх лартаççĕ.
  6. Кăларса сивĕнтереççĕ, тепĕр 5 минут вĕри духовкăра пĕçереççĕ.
  7. Кăларса каллех сивĕтеççĕ те щеткăпа пылак тиражне сĕреççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Тулă пĕремĕкĕ 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ УАО КФ «Тульский пряник» 2005 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Пряников сладких… // «Тульские пряники» 04.06.2009 ç.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]