Тури Чулман Атăл сăртлăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тури Чулман Атăл сăртлăхĕЧулман Атăлпа Чепец шывĕсен турисенче, Удмурти, Пермь енĕн, Киров облаçĕн çĕрĕсене йышăнакан çĕр.

Сăртлăхăн тухăç айăккинче Чулман Атăлăн сылтăм юпписем — Коса, Иньва, Обва — пуçланаççĕ, шыв çĕрĕн уйрăлăвĕн тепĕр айăккинче Чулман Атăлăн çăлкуçĕ пулать. Сăртлăхăн тăрри çĕр пичĕн (рельефăн) çӳллĕшĕ 300—335 м (чи çӳллĕ пăнчи — 337 м), вăтам çӳллĕшĕ — 240—280 м. Тăм, мергель тат хăйăр тăприсенчен тăрать. Рельефĕ çав тери çуркаланчăк, лăсăллă вăрмансемпе ытларать витĕнет.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]