Турккă чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Турккă чĕлхи
Тăван ят: Türkçe, Türk dili
Патшалăхсем: Турци, Кипр, Болгари, Македони, Румыни, Греци, Ирак, Сири, Азербайджан, Албани, Германи, Раççей, Казахстан, Узбекистан, Абхази
Официаллă статус: Шаблон:Ялавлани/Турци
Шаблон:Ялавлани/Кипр
Шаблон:Ялавлани/Çурçĕр Кипрăн Турккă Республики

Регионри е вырăнти официаллă чĕлхе:
Шаблон:Ялавлани/Македони:

  • Центар-Жупа тата Пласница общинисем

Шаблон:Ялавлани/Румыни:

Рейтинг: 21
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай чĕлхисем (гипотезăлла çемье)
Тюрк кĕçĕн турачĕ
Огуз ушкăнĕ
Çырулăх: латиница (турккă алфавичĕ)
Чĕлхе кодĕсем
ISO 639-1: tr
ISO 639-2: tur
ISO 639-3: tur
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Турккă чĕлхи (Türk dili (кĕскен: Türkçe)), — тĕрĕк чĕлхисем йышне кĕрекен чĕлхе, Турцин официаллă чĕлхи. Турккă чĕлхи патне çывăх чĕлхесем: азербайджан чĕлхи, туркмен чĕлхи. Çавăн пекех турккă чĕлхи патне Молдавири балкан-тĕрĕк гагаузсен диалекчĕ çывăх.

Халĕ пĕтĕм тĕнчере 200 миллиона яхăн çын турккăлла калаçать (хăш-пĕр даннăйсем тăрăх 250 млн. патнелле). Вĕсенчен Турцире 72 млн çын (90% пĕтĕм халăх йышĕнчен), Швецире 3 млн патнелле — Иракра, 3 пин патнелле — Иранра, 2 млн патнелле — Германире, Болгарире — 3 млн, 850 пин çын Кипрта, 170 пин çын Австрире.


Алфавит[тӳрлет]

Тĕп статья: Турккă алфавичĕ


Турккă чĕлхи 29 саспаллинчен тăрать.

a b c ç d e f g ğ h ı i j k l m n o ö p r s ş t u ü v y z

Чăваш чĕлхипе танлаштарăвĕ[тӳрлет]

Чăваш чĕлхи пек турккă чĕлхи тĕрĕк чĕлхе ушкăнĕ кĕнипе вĕсем çывăх. Сăмахсен нумайăшĕ пĕр тымарлă. Ӗлĕк тĕрĕк чĕлхи мĕнле пулни пирки тĕпчевçĕсем паян кун та тавлашаççĕ пулин те хăш пĕрисем чăваш чĕлхи ĕлĕк тĕрĕк чĕлхине чи çывăх иккене пĕлтереççĕ.Çăлкуç кирлĕ.

Тăтăшах тĕл пулакан сыпаксен улшăнăвĕсем (чăвашла - турккăлла)

  • çу - ya: çун - yan,
  • ю (йу) - ka: юр - кар, юл - кал, юн - кан...
  • вă - o: вăл - ol, вăкăр - oguz
  • ви - ö: вил - öl
  • м - b: ме! - be!, мана - bana
  • ку - gö: кур - gör, куç - göz, кул - göl
  • р - z: эпир - biz, эсир - siz, вăкăр - oguz
  • ç - y: çăлтăр - yıldız, çĕнĕ - yeni
  • у - a: урапа - araba, юл - kal, юн - yan
  • х - k: хура - kara, хĕрĕх - kırk

Каçăсем[тӳрлет]