Çĕпрел районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Location of Drozhzhanovsky District (Tatarstan).svg

Çĕпрел районĕ, — Тутарстан районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.

Района 1930 çулта йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ — Нагуманов Тимур Дмитриевич.

Тупмалли

[тӳрлет] Тавралăхĕ

Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать.

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Археологи ĕçесене ирттернĕ ĕçсенчен Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăнни паллă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсмет тутарĕсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, мордва пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.

[тӳрлет] Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Пурĕ районта 26,2 пин çын пурăнать. Район шутне 52 пурăну вырăнĕллĕ 19 ял тăрăхĕ кĕрет.

[тӳрлет] Хуçалăхĕ

[тӳрлет] Промăçлăхĕ

  • Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
  • УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.

[тӳрлет] Ял хуçалăхĕ

Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.

[тӳрлет] Çутĕç

Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.

[тӳрлет] Этеплĕх

Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.

[тӳрлет] Паллă çыннисем

[тӳрлет] Совет Союзĕн Паттăрĕсем

[тӳрлет] 2 хут Социаллă Ӗç Паттăрĕсем

[тӳрлет] Социаллă Ӗç Паттăрĕсем

[тӳрлет] Каçăсем


Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем