Ту-144
Ту-144 — 1960-мĕш çулсенче Туполев КБ туса ĕçе кĕртнĕ совет сасăран хăвăрт пассажир самолёчĕ. Ту-144, Конкорд пекех, авиакомпанисем коммерци енĕпе хăçан та пулин усă курнă сасăран чи хăвăрт икĕ авиалайнертан пĕри пулать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1973 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче 77102 № Ту-144 Ле Бурже авиасалонĕнчи демонстраци вĕçевĕнче çĕре персе анать. Экипажри 6 пайташ (Совет Союзĕн Паттарĕ, тава тивĕçлĕ хăнăхтару-вĕçевçĕ М. В. Козлов, хăнăхтару-вĕçевçĕ В. М. Молчанов, штурман Г. Н. Баженов, тĕп конструкторăн çумĕ, инженер генерал-майор В. Н. Бендеров, ертӳ инженерĕ Б. А. Первухин, тата бортинженер А. И. Дралин) пĕтеççĕ. Аварин чăн сăлтавĕсене халĕ те тупайман, анчах та тĕп версисемпе экипажăн кĕтмен çĕртен сиксе тухнă франци «Миражĕпе» (вĕçевçĕн совет Ту-144 вĕçевре фотографилеме хушнă) çапăнасран хăвăрт пăрăнма тивнĕ, тытăмлăх системи пăсăлни, е самолёт планерĕн конструкцин çирĕплĕхĕ манёвр енĕпе начаррипе пулна темелле.
Çапах та, Ту-144 пĕрмайхи рейссене кăлараççĕ. Пĕрремĕш ĕçлев рейсне 1975 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Мускав—Алма-Ата маршрутне тухать, унта самолёт почтăна куçарать, 1977 çулхи чӳк уйăхĕнчен пуçласа çав тĕлĕрех пассажирсене турттарма тытăнать. Рейссене икĕ самолёт кăна — № 77109 тата № 77110 — тухнă. Аэрофлот вĕсевçисем иккĕмĕш пилот пулса, командир вырăнне яланах Туполев ОКБ вĕçевçĕ-тĕрĕслевçĕсем йышăннă. Самолёт çине ларма билета 68 тенкĕпе сутнă[1], ахаль сасăран хăвăрт мар самолётпа Алма-Атана çитме 48 тенкĕ тăнă. Ту-144 коммерци карьери кĕске пулнă.
[тӳрлет] Самолетăн çитменлĕхĕсем
- Туса хатĕрлеме тата эксплуатацире хаклă
- Ытлашши шавлă.
- Экономлă мар, çунăка нумай çиет.
[тӳрлет] Самолётсен шăписем
Пурĕ 16 машинă туса хатĕрленĕ — 68001, 77101, 77102, 77103, 77105, 77106, 77107, 77108, 77109, 77110, 77111, 77112, 77113, 77114, 77115 и 77144 борчĕсем.
Юлнисенчен халĕ вĕçме пултараканни çук. Пур деталĕпе хатĕр, вĕçме пултаракан шая пуçтарма хатĕр бортсем: Ту-144ЛЛ № 77114 тата ТУ-144Д № 77115.
[тӳрлет] Пуçтарма юрăхлисем
- ТУ-144ЛЛ № 77114: НАСА тĕрĕслев ĕçĕсенче усă курнă, Жуковский аэродромĕнче упранать.
- ТУ-144Д № 77115: Жуковский аэродромĕнче упранать. 2007 çулта ТУ-144Д № 77115 ăна çĕнĕтсе малтанхи тĕспе сăрланă МАКС-2007 салонне халăх курма лартнă.
ТУ-144 № 77114 тата № 77115: палăк е Жуковский аэродромĕнче экспонант вырăнне уса курма хатĕрлеççĕ. 2004—2005 çулсенче вакланă металла сутма хатĕрленĕ пулнă, анчах та авиаци этем пĕрлĕхĕ çак усал ĕç-пуçа чарнă, çавана пула та çак харушăлăх сӳнмен-ха.
[тӳрлет] Музейсенче
- ТУ-144 № 77106: Монинăри СÇВ музейĕнче, Мускав çумĕнче
- ТУ-144 № 77110: Чĕмпĕрти граждан авиаци музейĕнче
- ТУ-144Д № 77112: Зинсхайм (Германи) музейĕнчи юсаса туса лартнă самолёчĕ чи паха экземплярĕ пулать. Юнашар — франци «Конкорчĕ».
[тӳрлет] Управрисем
- ТУ-144 № 77107: Хусан авиаци институчĕнче упранать.
- ТУ-144 № 77108: Самар аэрокосмос университечĕн музейĕнче упранать[1].
[тӳрлет] Çĕмĕрĕлсе çунса кайнă самолётсем
- ТУ-144 № 77102: çĕртме, 3 1973, Ле Буржере кăтарту вĕçевĕнче.
- ТУ-144 № 77111: сывлăшра çулăм тухнипе Егорьевск патĕнче авари анăмне тăвать (самолёт пĕтĕмпех пĕтет, 2 çын вилет)
Ытти самолётсене 90-мĕш çулсенче пайланă е касса тĕслĕ металла вакланă.
[тӳрлет] Массăллă этеплĕхре
Ту-144 самолёта «Мимино» фильмра çапса ӳкернĕ. Сценарипе, вăл Делипе Сан-Францискона вĕçнĕ.
[тӳрлет] Каçăсем
| Ту-144 Викиампарта? |
- История и описание Ту-144
- Могила пилотов ТУ-144 на Новодевичьем кладбище
- Жизнь и смерть самолёта «Ту-144» (журнал «Огонёк»)
- Ту 144 подробная история создания на сайте www.testpilot.ru
- Клуб героев Жуковского
- На картах Яндекса, стоит в Жуковском
- реестр выпущенных Ту-144 с подробным описанием
- реестр всех выпущенных Ту-144 с подробным описанием на сайте Авиационной истории