Тютчев Фёдор Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фёдор Иванович Тютчев
Fedor Tutchev.jpg
Фёдор Тютчев. С. Левицкий ӳкернĕ (1856)
Çуралнă вăхăт:

1803 раштав, 5 (23.11)

Çуралнă вырăн:

Овстуг, Брянск уесĕ, Орёл кĕперни, Раççей империйĕ

Вилнĕ вăхăт:

1873 утă, 27 (15)

Вилнĕ вырăн:

Патша Сали, Санкт-Петербург кĕперни, Раççей империйĕ

Гражданлăх:

Flag of Russia.svg Раççей империйĕ

Ĕçлев тĕсĕ:

сăвăç, публицист, политика ĕçченĕ

Пултарулăх çулĕсем:

1813—1873

Тĕлĕ:

романтизм, пантеизм

Жанр:

лирика

Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра.
Тютчев Фёдор Иванович

Фёдор Иванович Тютчев (1803 çулхи раштавăн 5-мĕшĕ1873 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕ) — вырăс сăвăçи.

1857 çултанпа Петербургри ĂА пайташ-корреспонденчĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

1803 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче çуралнă.

Тютчева ăс-тăна Раич Семён Егорович вĕрентнĕ. Сăмахран каласан кайран, Семён Раич Михаил Лермонтовăн та вĕрентӳçи пулнă. 13 çулта Гораций одисене куçарма пуçланă. Килте пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускав патшалăх университечĕн Сăмахлăх уйрăменче пĕлӳ пухма пуçланă. Унта ăна Алексей Мерзляков, Михаил Каченовский вĕрентнĕ. Студент çулĕсенче Фёдор Тютчевăн Михаил Погодинпа туслашать.

1873 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилнĕ

Музейсем[тӳрлет]

Мурановăра (Мускав çывăхĕнче) музей-усадьба ларать. Вăл Тютчевăн тăхăмĕсене лекнĕ хыççăн вĕсем унта тĕрлĕ экспонатсене пуçтарса музей уçнă. 2006 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче усадьбăна çиçĕм çапнă хыççăн пушар (лаптăкĕ 500 м2 танлашнă) пуçланнă. Пушара сӳнтернĕ чухне музейĕн икĕ ĕçченĕ суранланнă.

Чăвашла тухнă сăввисен библиографийĕ[тӳрлет]

  • Тютчев, Ф. И. Аслатиллĕ çумăр умĕн: (сăвăсем) / Иван Вашки куçарнă // Тăван Атăл : литер.-публиц. журналĕ. - 2006.- № 7.- С. 99-100

Содерж. : Çурхи шывсем ; "Кичем-ха таврари хирсем..." ; "Каç тĕтреллĕ, сăлпăранлă..." ; Çурхи аслати ; "Пахча епле ав тĕлĕрет илемлĕн..."; "Ма, хăва, яштак пуçна эс..." ; "Аслатиллĕ çумăр умĕн..."

  • Тютчев, Ф.И. «Раççей мĕнне пĕлме ăс тупас çук…» / Н. Тĕветкел куçарнӑ // Ялав. - 2005. - № 7-8. - С. 49.
  • Тютчев Ф.И. Сăвăсем / Вырăсларан И. Вашки куçарнă // Ялав. – 2000. - №10. – С. 78-79. - Содерж: «Хăпарчĕ ĕшнерен хăлат…»; «Пулать çав – пурнăç авакĕ…»; Лăплану; «Ашма чĕрçи таран тип хăйăр…»; «Ирĕлеççĕ пĕлĕтсем…»; Акăш, «Лăпкă каç, çулла вĕçне – мĕн…»; «Çаплах эп тунсăхпа çунатăп…»; Фонтан.
  • Тютчев Ф.И. «Раççей вырнаçмĕ ăстăна…» [сăвă] / Вырăсларан А.Смолин куçарнă. // Смолин А. Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе = Святая Сеспеля стезя. – Шупашкар, 1999. – С. 247.
  • Тютчев Ф. Кĕркунне: [сăвă] /Вл. Михайлов куçарнă // Шăмăршă хыпарĕ. – 1998.- 5 авăн.
  • Тютчев Ф. Çĕнĕ куçарусем: [сăвăсем] /Вырăсларан В.Пегиль куçарнă. //Тăван Атăл. – 1993. – № 11-12. – С.54-55. – Содерж: «Çав пурнăç кунта…»; «Пире пӳрмен вăлта картма…»; «Кĕске, анчах та ырă вăхăт…»; Парăну; К.Б.; «Теме те пурнăç хăнăхтарĕ…»; Цицерон.
  • Тютчев Ф. Çурхи шывсем. Çулçăсем: [сăвăсем]. /Г. Орлов куçарнă. //Орлов Г. Сăвăсем. – Шупашкар. – Чăваш кĕнеке изд-ви,1989. – С.72-75.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]