УЕФА

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
УЕФА

UEFA.svg

УЕФА картти

Пайташлăх:

53 наци ассоциацийĕ

Штаб-хваттер:

Швейцари ялавĕ Ньон

Йĕркеленӳ тĕсĕ:

Спорт федерацийĕ

Официаллă чĕлхесем:

Акăлчан
Нимĕç
Франци

Ертӳçсем
Президент

Мишель Платини

Тĕп секретарь

Джанни Инфантино

Никĕсленĕ
Никĕсленĕ

çĕртме, 15-1954 çул

www.uefa.com

Европа футбо́л ассоциа́цисен пĕрлешĕвĕ (акăл. Union of European Football Associations, кĕск. UEFA, чăвашла/вырăсла транслитерацире УЕФА) — Европăри тата Азин анăçри хăшпĕр регионĕсенчи футбол ĕç-пуçне тытса пыракан организаци. Вăл европа патшалăхĕсен наци футбол ассоциацисене пĕрлештерет. УЕФА европа клубĕсен тата наци пĕрлĕ командисен мĕнпур ăмăртăвĕсене йĕркелет, янравра тата трансляцире тупăшланă укçа-тенкĕне хăйĕн йышĕнчи клубсене тата наци ассоциацисене валеçсе парать.

УЕФА ФИФА йышне кĕрекен улттă континентри конфедерацирен пĕрри шутланать, сăмах май УЕФА вĕсенчен сумлăраххи те пуянраххи. Чылайрахăш тĕнчери чаплă футболистсем Европăра, Англи, Итали, Испани тата Германи, шалу укçи хулăм пулнипе выляççĕ. Çаплах УЕФА шутне тĕнчери вăйлă командăсем кĕнипе çак конфедераци пайташĕсем тĕнче чемпионатĕсене йышлăн хутшăнаççĕ: сăмахран тĕнчери 2006 çулхи футбол чемпионатĕнче 32 командăран УЕФА шутĕнчен 14-ĕ тупăшнă.

Франци, Итали тата Бельги футбол федерацийĕсем пуçланă консультацисене ирттернĕ хыççăн УЕФА 1954 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Базельре (Швейцари) УЕФА никĕсленĕ. Малтанах УЕФА йышне 25 патшалăх кĕнĕ, халĕ çак хисеп 53-е çитнĕ. УЕФА штаб-хваттерĕ Парисре 1959 çулчен вырнаçнă, çак çулта вăл Берна куçать. 1995 çултанпа вăл швейцар Ньонĕнче ĕçлет. УЕФА пĕрремĕш тĕп секретарĕ вырăнĕнче Анри Делоне, президенчĕ вырăнĕнче — Эббе Шварц ĕçленĕ.

Наци ассоциацисен интересĕсене хӳтĕлесе УЕФА тăтăшах Еврокомиссипе хирĕçнĕ. 1990-мĕш çулсенче телетрансляци прави тата уйрăмах тĕнчери трансферсем пирки (Босман йĕркелехĕ) тавлашнă.

УЕФА президенчĕсем[тӳрлет]

Ят Патшалăх Хушă
1. Эббе Шварц УЕФАДани 1954—1962
2. Густав Видеркер Швейцари ялавĕШвейцари 1962—1972
3. Артемио Франки УЕФАИтали 1972—1983
4. Жак Жорж УЕФАФранци 1983—1990
5. Леннарт Юханссон УЕФАШвеци 1990—2007
6. Мишель Платини УЕФАФранци 2007 çултанпа

Пайташсен ят-йышĕ[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:УЕФА турнирĕсем Шаблон:УЕФА ертӳçисем Шаблон:ФИФА Шаблон:Наци футбол ассоциацисем (УЕФА) Шаблон:Европа футбол пухăм командисем Шаблон:Тĕнчери хĕрарăм футболĕ (ФИФА) Шаблон:Европа футбол пухăм командисем Шаблон:Тĕнчери клуб футболĕ Шаблон:УЕФА лигисем Шаблон:УЕФА хĕрарăм лигисем Шаблон:Мини-футбол Шаблон:Европа мини-футбол пухăм командисем Шаблон:Тĕнчери клуб футзалĕ (ФИФА) Шаблон:Европа премьер футзал лигисем (УЕФА)