Улан Батор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Улан Батор
Хула гербĕ
Mn coa ulaanbaatar.png
Патшалăх: Монголи
Регион:
Никĕсленĕ: 1639
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 989,9 (2007)
Хула лаптăкĕ: 4 704,4 км2
Геогр. анлăхĕ: 47°55′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 106°55′ х.т. д.
Ulaanbaatar view from Zaisan hill

Улан Батор (монг. Улаанбаатар) — Монголин тĕп хули. Тола юханшыв айлăмĕнче, тинĕс шайĕнчен 1300—1350 м çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Уйрăм административлă пай шутланать. Çĕр лаптăкĕ 4704,4 тв. км,

Халăхĕ[тӳрлет]

Хулара 989 900 çын (2007, нарăс) пурăнать.

Истори[тӳрлет]

Хулана 1639 çулта никĕсленĕ, ячĕ Оргоо (монг. «Кермен», вырăс тата европа литературинче 1924 çулчен «Урга» ятпа паллă пулнă) пулнă. Малтан будда мăнастырĕ пулнă. 1706 çултанпа Их-хурээ (монг. «Аслă мăнастырь»), 1911 çултанпа — Нийслэл-хурээ (монг. «Аслă мăнастырь»). 1924 çулта Улан-Батор ята панă.

«Улан-Батор» монгол чĕлхинче «Хĕрлĕ паттăр» пĕлтерет, ăна Сухэ-Батора хисеплесе палăртнă. Вăл Монголине Унгерн баронăн ушкăнĕсемпе китай çарĕсенчен ирĕке кăларнă.