Ульянов Илья Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Илья́ Никола́евич Улья́нов (утă, 19 (31) 1831, Аçтăрханкăрлач, 12 (24) 1886, Чĕмпĕр) — раççей педагогĕ, Атăлçи халăхĕсем валли шкулсем уçакан, Александр Ильич Ульянов тата Владимир Ильич Ульянов-Ленин революционерсен ашшĕ.

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Аçтăрханра çуралнă. 1854 çулта Хусан патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухать. 1850-мĕш — 1860-мĕш çулсенче Пенза хулин дворян училищинче верентӳçĕ вырăнĕнче ĕçлет, кайран Чулхулари хĕрарăм училищинче вĕрентет.

Çак вăхăтрах Мария Александровна Бланка качча илет. Çак чухнех метеорологи сăнавĕсемпе хăтланать, вĕсене Пензăри журналра пичетлет.

1869 çулта Чĕмпĕр кĕпернин халăх шкулĕсен тĕрĕслекенĕ пулса тăрать. Унăн тăрăшăвĕпе темиçе ял шкулне (Загоскинора тата ур.) уçнă.

1871 çулта чăвашсен пĕрремĕш шкулне Чĕмпĕрте уçать, каярах, мордвасемпе тутарсемсем валли шкулсем йĕркелет.

1874 çулта директор вырăнĕнче. Патшалăх хĕсметне патшалăхăн чăн канашçи ĕç вырăнĕнче вĕçлет. 1882 çулта ăна тăхăмлă дворян ĕретне кĕртнĕ.

[тӳрлет] Вуламалли

  • Ж. Трофимов, Ж. Миндубаев. Илья Николаевич Ульянов. Молодая гвардия, 1981 г.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем