Уолт Уитмен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уолт Уитмен
Walt Whitman by George C. Cox cph.3b20763.jpg
Уолт Уитмен, 1887 çул
Çуралнă чухнехи ят:

Walter "Walt" Whitman

Çуралнă вăхăт:

1819 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕ

Çуралнă вырăн:

Хĕвеланăç Хиллзра, Хантингтон, АПШ

Вилнĕ вăхăт:

1892 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ

Вилнĕ вырăн:

Камден, Çĕнĕ Джерси, АПШ

Гражданлăх:

Flag of the United States.svg

Ĕçлев тĕсĕ:

19-мĕш ĕмĕрти АПШ căвăçи

Пултарулăх çулĕсем:

1835—1892

Тĕлĕ:

Реализм

Ĕçсен чĕлхи:

акăлчан

Алпусни:

Алпусни

Уолт Уитмен (акăл. Walt Whitman, çу, 31, 1819, Хĕвеланăç Хиллз, Хантингтон, Çĕнĕ Йорк, АПШ - 26 пуш 1892, Камден, Нью-Джерси, АПШ) — американ сăвăçи тата çыравçи.

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет]

Уолтер Уитмен 1819-мĕш çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Лонг-Айлендра, Хантингтон хулин Хĕвеланăç Хиллз пайĕнче Уолтерпа Луиза Ван Велсор Уитмен квакерсен[1] кил-йышĕнче çуралнă. Вăл вĕсен тăхăр ачинчен иккĕмĕш пулнă. Мĕн пĕчĕкренех ăна «Уолт» тесе чĕннĕ.

4 çул тултарсан Уитменcем укçа-тенкĕ çитмен пирки Бруклина пурăнма куçнă. Ачан пурнăçне хаваслă пулнă теме çук, 11-те ăна шкул пăрахма тивнĕ, çемьене пулăшас тесе вăл тĕрлĕрен вырăнсенче ĕçлет. Вĕсен хушшинче Лонг-Айлендра эрнере пĕрре тухакан, Сэмюэль E. Клементс редактор ертсе пыракан «Тhe Patriot» хаçатра ĕçлет. Кунта вăл пичет ĕçне вĕреннĕ. Анчах Элиас Хикс[2] вилипе çыхăннă юлташсен хушшинчи тавлашу пирки Уитмен хаçатран тухса каять.

Тепĕр çултан Уитмен Бруклинта,Эраст Уортингтон çине пичет ĕçĕнче ĕçлет.

Çуркунне унăн çемьи Хĕвеланăç Хиллза таврăнать, анчах Уитмен эрнере пĕрре тухакан, Алден Спунер редактор ертсе пыракан «Тhe Long-Island Star» хаçатра ĕç тупса юлать. Ку вăхăтра Уитмен вырăнти вулавăшĕн тата хулари дискусси клубĕн яланхи хăни пулса тăрать, театăрсене çÿрет, хăйĕн хăшпĕр ирхи сăвисене эрнере пĕрре тухакан «New York Mirror» хаçатра хăй ятне уçмасăр пичетлет.

16 - çулта,1835-мĕш çулхи çу уйăхĕнче, Уитмен Бруклинтан Нью-Йорка куçать.

Ĕç тупайман пирки 1836-мĕш çулхи çу уйăхĕнче вăл халь Хемпстедра пурăнакан тăван кил-йышне таврăннă, 1838-мĕш çулхи çуркуннеччен тĕрлĕрен шкулсенче вĕрентет. Вĕрентекен ĕçĕ ун кăмăлне лармасть,— вăл Хантингтона таврăнать. Çу уйăхĕнче каллех Нью-Йорка таврăнать, тĕрлĕ ĕç улăштарать.

1842-мĕш çулта «Тhe Aurora» тата 1846-1848-мĕш çулсенче «Тhe Brooklyn Eagle» хаçатсенче редактор пулса ĕçлет.

1850-мĕш çулта сăвăçăн хăшпĕр сăввисем пичетленнĕ, — вĕсен шутĕнче «Европа». Ку хайлавра сăвăç истори,1848-мĕш çулхи революци çинчен хăйĕн шухăшăсене уçса, ирĕклĕхе мухтаса юрланă.

Унăн ирхи сăввисем хăйнемай сăвăç çуралнин малти хыпарçисем анчах пулнă пулсан, «Курăк çулçисем» сăвă пухăмăнче Уитмен хăй çинчен хăюллăн сас парать, унăн пĕрремĕш тухăмĕ Нью-Йоркра 1855-мĕш çулта çутă курнă. Ку сăвăçшăн пĕлтерĕшлĕ çул пулнă, унăн пурнăçне икĕ пая уйăрнă — сăвă пухăмăнчен тата ун хыççăн. «Хăй çинчен юрă» кĕнекере уйрăм вырăнта тăрса чи хисеплĕ пайне йышăнать.

Унăн юратнă çыравçисен хушшинче У. Шекспир [3], Ч. Диккенс, Жорж Санд, П.-Ж. Беранже, Ф. Купер пулнă.

Уитмен хăй аллипе çырса тÿрлетни

1861-1865-мĕш çулхи граждан вăрçи вăхăтĕнче Уитмен госпитальсенче хăй ирĕкĕпе çурçĕр çарĕсенче санитар пулса ĕçленĕ. «Параппан калани» căвва вăрçă пулăмĕсене, «Сирень юлашки хут чечекленсен» (1865-мĕш çул) элегине Авраам Линкольна халалланă.

1873-çулта сăвăçа паралич çапнă, чиртен вăл пурнăç вĕçленичченех сывалайман. Ăна пăхмасăр вăл çырма пăрахмасть, унăн хайлавĕсем тулли пурнăçлă та малашлăха ĕненÿллĕ пулнă. Уитменăн юлашки сăввисенчен пĕринче — «Сывпул, манăн Хавхалану!» сăвăç пурнăçĕпе сывпулашать.

1892-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлать.

Тĕнче тавракурăмĕ[тӳрлет]

Унăн валли çĕр çинче ним ютти те çук тесе, уншăн пур çын та çывăх, вĕсен социал статусне, расине, арлăхне, тĕнне тата ыттине пăхмасăр, Уитмен социалистлă шухăшлавлă кĕрешÿçĕ пулса тăрать.

Уитмен — хальхи пысăк хуласенн чăн пурнăçне пур енчен те ÿкерсе кăтартакан сăвăçсенчен пĕри.

Уитмен сăввисенче çĕнсе илекен тĕрлĕ тĕслĕ тĕнчен вĕçĕ-хĕррисĕр инçет туйăмĕпе тĕрлĕ енлĕ пурнăçăн яланхи куçу, улшăнувĕсем çыхăнса тăраççĕ. Вăл хаклă пурлăха чысламасть ,мĕншĕн тесен чăн пурнăç — нихăçан татăлми кăшăл, яланах вăхăтра куçни, вĕçĕ-хĕррисĕр тĕрлĕ улшăнусем пулса-иртни:

«Мĕнпур япала ман тавра çаврăнать, манра чăмăртанать, манран тухать. Манăн тĕплĕ пĕр сăнар çех пур — çынăн мĕнпур чун-шухăшĕ».

Пĕлтерĕшĕ[тӳрлет]

Уитмен палăртнă çĕнĕ тĕнчетуйĕмĕ халь таранччен пулман илемлĕх меслечĕсем ыйтнă. «Курăк çулçисем» хайлавра чи чăрсăр çĕнĕлĕх ирĕклĕ сăвă пулнă, çавна кура кĕнеке хăй вăхăтĕнче вулакансен хушшинче ăнăçу тупайман. Вĕсен шучĕ тăрăх сăвă тĕрĕс рифмасăр классикаллă сăвă ĕçĕнче пулма пултараймасть.
Хăй шутланă тăрăх ун сăввисен сывлăш пек çăмăл пулма кирлĕ тесе, Уитмен сăвă канонĕсене тÿррен сирсе янă, вĕсен çинче пурнăçсăр çыравлăх пичетĕ ларать тесе шутланă, çĕнĕ сăвăçлăх никĕсленĕ. Ку XX-мĕш ĕмĕрте анлă сарăлнă меслет уйрăмах акăлчан чĕлхеллĕ çĕршывсенче хăватлăн аталаннă.

Пуринчен маларах Уитмен çитес сăвăçсен ăрусин валли пултарулăхпе таптаса якатнă çул пĕлтерĕшне хаклакан И.С.Тургенев пулнă. Пултарулăх енчен вырăс çыравçисенчен Уитменпа Велимир Хлебниковпа В.В.Маяковский çывăх тăраççĕ.

2009-çулта Раççейре Мускав Патшалăх Университечĕнче Уитмена чысласа палăк уçнă.

Уитмен ятне Меркурий çинчи кратера панă.

Паллă хайлавĕсем[тӳрлет]

  • Франклин Эванс (1842)
  • Европа (1850)
  • Курăк çулçисем (1855)
  • Барабанпа çапни (1865)
  • Сирень юлашки хут чечекленсен (1865)
  • Вăрçă вăхăтăнчи меморандумсем
  • Кунсен калăпĕсем
  • Демократи инçетĕсем (1871)

Вуламалли[тӳрлет]

  • Венедиктова Т.Д. Поэзия Уолта Уитмена. М. МГУ 1982
  • Венедиктова Т.Д.. Обретение голоса. Американская национальная поэтическая традиция. М. «Лабиринт» 1993
  • Чуковский К. И. Мой Уитмен.
  • Мендельсон М. О. Жизнь и творчество Уитмена.
  • Борхес, Хорхе Луис Несколько слов об Уолте Уитмене.
  • Старцев, Абель Исаакович От Уитмена до Хэмингуэя.
  • Alien G. W. Solitary Singer.
  • Alien G. W. Walt Whitman Handbook.
  • Traubel Н. With Walt Whitman in Camden.
  • Holloway E. Free and Lonesome Heart. The Secret of Walt Whitman.
  • Bucke R. M. Walt Whitman.
  • Callow, Philip. From Noon to Starry Night: A Life of Walt Whitman. Chicago: Ivan R. Dee, 1992. ISBN 0-929587-95-2
  • Kaplan, Justin. Walt Whitman: A Life. New York: Simon and Schuster, 1979. ISBN 0-671-22542-1
  • Loving, Jerome. Walt Whitman: The Song of Himself. University of California Press, 1999. ISBN 0-520-22687-9
  • Miller, James E., Jr. Walt Whitman. New York: Twayne Publishers, Inc. 1962
  • Reynolds, David S. Walt Whitman's America: A Cultural Biography. New York: Vintage Books, 1995. ISBN 0-679-76709-6
  • Stacy, Jason. Walt Whitman's Multitudes: Labor Reform and Persona in Whitman's Journalism and the First Leaves of Grass, 1840-1855. New York: Peter Lang Publishing, 2008. ISBN 978-1-4331-0383-4

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]