Урал-Атăл штачĕ
Урал-Атăл штачĕ (тут. Идел-Урал штаты, İdel-Ural ştatı) — тутарсемпе пушкăртсен пурнăçланайман наци патшалăхĕн проекчĕ.[1]. Пурнăçа кĕртес тесе тăрăшнипе Хусанăн тутарсем пурăннă пайĕнче «Забулачная республика» (1918 çулхи пуш, 1 − 28) йĕркеленет кăна.
Çаплах Шалти Раççейри тата Çĕпĕрти мăсăлман тĕрĕк тутарĕсен наци-культура автономин (С.Максудов), Урал-Атăл штачĕ (Г.Шараф), Тутар-Пушкăрт Совет Социаллă Республикин проекчĕсем пулнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Штата туса хуни
[тӳрлет] Забулачная республика
[тӳрлет] Юлашки ĕç-пуçĕсем
Мускавра Халкомнац Халăх Комиссарĕсен Канашĕн хушăвĕпе Тутар-Пушкăрт республикин проектне, Атăл-Урал штачĕн совет альтернативине хатĕрлет.
1918 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче ТПСР 2-мĕш варианчĕ çуралать. Кĕçех большевиксем «буржуази националисчĕсем» çине тапăнаççĕ.
Пушăн 24-мĕшĕнчи Декречĕпе (Сталинпа Вахитов ал пуснă) Харби шуро пĕтернĕ, ака уйăхĕнче Милли шуро пăрхăçланă, пурлăхне конфискăланă, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Милли Идар тата унпа çыхăннă йĕркелӳсене ĕçлеме чарнă, Милли фонд пурлăхне конфискăланă.
Çу уйăхĕн вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри тĕп мăсăлман канашĕ хăйĕн ĕç-пуçне вĕçлет. Наци пухăвĕн пĕр пай депутачĕ «Кĕçĕн меджлиса» кĕреççĕ, вăл большевиксенчен ирĕклĕ территорисенче ĕçлет. 1918 ç. утă уйăхĕнче, пăлхавлă Чехословак корпусĕпе пĕрле, Урал-Атăл штачĕн Наци Администрацине туса хунă пулин те, тĕппипе ку ним те улăштарайман.
1918 çулăн вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри Мăсăльмансен Вăрçă Канашĕн (Харби Шуро) çарĕсем Колчак çарне 16-мĕш тутар полкĕ шучĕпе кĕреççĕ.
Идель-Урал ертӳçи Садри Максуди вăрттăн чикĕ лешьенне 1918 ç. вĕçĕнче тухса каять.
[тӳрлет] Атăл-тутар «Идель-Урал» легионĕ
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин тапхăрĕнче Германире Совет Союзĕнчи нацисемпе политка вăййисен «Идель-Урал» легиона йĕркеленĕ. Нимĕç протекторачĕпе наци республикине тăвас енпе нимĕнле официаллă шантарăва, Югославири усташсен е словаксен, СССР халăхĕсене пĕрне те паман.
[тӳрлет] СССР арканăвĕ хыççăн Штата çĕнĕрен тăвас хăтланусем
1990-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, Совет Союзĕ аркансан, Урал-Атăл штатне çĕнĕрен тăвас ĕмĕт тутар наци пĕрлешӳ ĕçченĕсем хушшинче питĕ сарăлнă.
...казанские идеологи заявили о существовании особой Волго-Уральской цивилизации и необходимости создания Волго-Уральского штата. Этот ареал с населяющими его народами - татарами, русскими, башкирами, чувашами, мордвой, марийцами, удмуртами и др. - был объявлен гомогенным и отличающимся от России сообществом, в пределах которого административные границы между территориями признавались условными...[2]
[тӳрлет] Вуламалли
- Татарский энциклопедический словарь. — Казань: Институт Татарской энциклопедии АН РТ, 1999.
- Исхаки Г. Идель-Урал. — Казань: Татар. кн. изд-во, 1991.
- Тагиров И. Р. История национальной государственности Татарского народа и Татарстана, — Казань, Таткнигоиздат, 2000.
- Юлдашбаев Б. Х. Национальный вопрос в Башкирии накануне и в период Октябрьской революции. Уфа, 1984.
[тӳрлет] Каçăсем
- Пушкăрт энциклопедийĕ
- Валеев Рамзи Хроника «Забулачной республики»
- Ислам Атăлçире
- Атăл-Урал халăхĕсен картти
- Azatl?q.org новости об Идель-Урале
- United States of Idel-Ural
- новости из Идель-Урала
- ссылки о Идель-Урале
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ Çав вăхăтри документсенче тĕрек мăсăльман тутарĕсем е мăсăльман тĕрĕк йăхĕ пирки калама йышăннă пулнă. Сăмахран, Известия Всероссийского Мусульманского Военного Шуро. – 1918, 26 февраля , №16, пăхăр
- ^ Магомедов А. Общество регионов. - Pro et contra. Т.2., номер 2., весна 1997., с. 51. Цитата по: Центральная Азия: единство в многообразии