Уругвай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Уругвай (исп. Uruguay), официаллă ячĕ Уругвай Тухăç Республики (исп. República Oriental del Uruguay) — Кăнтăр Америка материкĕн кăнтăр-тухăçĕнче, Атлантика океанĕн хĕрринче вырнаçнă патшалăхĕ. Шĕкĕр хули — Монтевидео.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уругвайран çурçĕрте Бразили, анăçра Аргентина, тухăç тата кăнтăр енчен — Атлантика океанĕ. Типçĕр çинчи чиккисен тăршшĕ — 1 564 км, тинĕс хĕррипе пыракан чиккисен тăршшĕ — 660 км. Сăртлă çĕрсем кăнтăр еннелле хулленех айлăмсене куçаççĕ.

Уругвай çыранĕсем лутра, якатса тӳрлеттернĕ пекех, лагуна евĕрлĕ.

Çутçанталăк[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Климачĕ кунта субтропиклă, океанçумлă. Кăрлачри вăтам температура 22-24 °C, çĕртмере 10-12 °C. Кăнтăр çилĕсем —«памперо» — вĕрме тытăнсан, температура -5 °C таран ӳкет, юрсем çума пуçлаççĕ.

Çул хушшинчи кĕр кунĕсенчи çумăр-юр максимумĕ 1000 мм кăнтăр енче тата шалти районĕсенче пулать. Çурçĕрте тата çӳллĕ çĕрсенче çумăр-юр шайĕ 1200 мм таран çитет.

Халăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Европеецсем куçса киличчен Уругвайра темиçе инди йăхĕсем пурăннă. Халĕ паянкун патшалăхра 88% пурăнаканĕ европеидлă расă евĕрлĕ, ытларах Испанипе Италинчен тухнăскерсем. 8% çеç метиссем пулаççĕ.

Хула çыннисен шайĕ — 88,7%. Шĕкĕр хулинче — Монтевидеора —Уругвайăн 40% халăх йышĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]