Фатьян культури

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Фатьян культурибронзăллă ĕмĕрĕн археологи культури (пирĕн эрăччен II пинçуллăх), Раççейĕн тĕп пайĕнче вырнаçнă. Висла тата Рейн çĕр-шывĕсенчен сарăлса çитнĕ.

Çар пуртти культурин вырăнти варианчĕ шутланать. Фатьянсен антропологиллĕ тĕсĕ — вăтаçĕртинĕслисем — чăнкă çӳллĕ çамкаллă, йывăрăшлă, илемлĕ пуç купташкиллĕ, пысăках мар курпунлă çинçешке сăмсаллă, сарлака янахлă[1].

Этимологи[тӳрлет]

Культурăн япалисене Фатьян ялĕ (халĕ Данилов районĕ, Ярослав облаçĕ) çумĕнчи вил тăприсенче 1873 çулта тупнă.

Истори[тӳрлет]

Фатьясем анăçран Вырăс айлăмне пирĕн эрăччен XVIII ĕмĕрте пырса çитнĕ. Çак вăхăталла кунта кайри неолит пелев тата Волосов культурисен йăхĕсем пурăннă. Пирĕн эрăччен II пинçуллăхра фатьян йăхĕсене пĕтĕмпех апаш культури хăй ăшне çăтать. Вĕçĕмлĕ фатьянсен историне тиек культури хупса лартать[2].

Хуçалăхĕ[тӳрлет]

Тĕп ĕçĕ — выльăха ĕрчетесси, куçса çӳренĕ: пурăну вырăнĕсене тупайман. Паллă вырăнта сунар, пулă ĕçĕ, çырла-тĕшĕ пуçтарасси.

Каçăсем[тӳрлет]