Фаулз Джон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джон Роберт Фаулз

Джон Роберт Фаулз (акăл. John Robert Fowles), — паллă британи çыравçи. 1926 çулхи пуш уйăхĕн 31 Эссекс графствинчи Ли-он-Си хулинче çуралнă. 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 5 чирленĕ хыççăн Лайм Реджисра вырнаçнă хăйĕн пӳртĕнче вилнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Бедфордри шкулта вĕреннĕ. Вĕреннĕ чухне хăйне пултаруллă вĕрентекен, тата спортсмен пек кăтартнă. Икĕ çул тинĕс пехотинче хĕсметре тăнă хыççăн Оксфорд университетне вĕренме кĕнĕ. 1950 çулта «франци литератури» специальностьпе вĕренсе тухса гуманитари ăслăлăхсен бакалавр степеньне илнĕ. Малалли 10 çул хушши Францире, Грецире, Лондонри тата унăн тавралăхри вĕренӳ учрежденийĕсенче акăлчан чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Джон Фаулз 40 çыл ытла литературăра пикенсе ĕçленĕ. Унăн паллă романсем "Коллекционер", "Волхв", "Ăман", калавсен пуххи "Хура ывăçран тунă башня". Вĕсене нумай чĕлхе çине куçарнă. Пĕтĕм вăйран литературăна пикенме вăл 1963 çултанпа çеç пултарнă. Ку вăхăтра унăн паллă "Коллекционер" ĕçĕ пичĕтленсе тухнă.

1969 çулта "Француз лейтенанчĕн хĕрарăмĕ" рамана пичĕтленĕ хыççăн Джон Фаулз ячĕ тĕнчипе паллă пулса тăнă. Кайрантарах роман тăрăх çăвăн ятлах кинокартина ӳкернĕ. Картинăра тĕп рольсенче Мерил Стрип тата Джереми Айронсом вылянă. 1981 çулта вăл картина Оскар премиĕнче палăртнă.

Каçăсем[тӳрлет]

Wikiquote-logo.svg
Викицитатникре çак темăпа страница пур
Фаулз Джон