Федераци Канашĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
ПолитикаПортал:Политика
Раççей
Coat of Arms of the Russian Federation.svg

Çак статья —
Политика тата правительство
Раççейĕн сери пайĕ

Патшалăх тытăмĕ


Раççей Конституцийĕ


Раççей Президенчĕ



Правительство


Федераци Пухăвĕ


Раççей Федерацин суд системи



Федераци тытăмлăхĕ


Политика системи



Урăх çĕршывсем •  Портал Политика

Федераци Канаш лару-тăрăвĕ.

Федераци КанашĕФедераци Пухăвĕн (Раççей парламенчĕн) аслă палати, Конституципе килĕшӳллĕ, кашни РФ субъекчĕнчен 2 элчĕ — пĕрне элчĕллĕ, теприне патшалăх влаçĕн ĕçтăвакан органĕнчен.

2002 çулхи çĕртме, 28 РФ Федераци Канашне Европа сеначĕсен ассоциацине (акăл. Association of European Senates) илнĕ. Çакна пĕрлĕ сасăпа ассоциаци тĕлпувĕнче, Словенире йышăннă. Ассоциаци шутне пĕр тан права никĕсĕпе патшалăхсен парламĕнчĕсен аслă палатисен элчисем — Европа Перлĕхĕн пайташĕсепе кандидачĕсем кĕреççĕ.[1]

Полномочисем (ĕç татса памалли право)[тӳрлет]

Раççей Федераци Конституцин 102 статьипе килĕшӳллĕ Федераци Канашĕн полномочи шутне кĕреççĕ:

  • Раççей Федераци субъекчĕсем хушшинчи чикĕсен улшанăвне çирĕплетет;
  • вăрçă лару-тăрăвне кĕртмелли Раççей Федераци Президенчĕн Хушуне çирĕплетет;
  • Раççей Федерацинчи территорире ятарлă лару-тăру кĕртмелли Раççей Федераци Президенчĕн хушуне çирĕплетет;
  • Раççей Федераци территори тулашĕнче РФ Хĕçпăшаллă вăйĕсене усă курас мел ыйтăвне çирĕплетет;
  • Раççей Федераци Президенчĕн суйлавне палăртать;
  • Раççей Федераци Президенчĕн ĕç вырăнĕнчен импичмент йĕркипе Патшалăх Думи айăпланă хыççăн йышăнăва (ыйтăва йышăнма палата йышĕн иккĕ виççĕмĕш пайĕ пĕр майлă пулмалла) çирĕплетет;
  • Раççей Федерацин Конституци Сучĕн, Раççей Федерацин Аслă Сучĕн, Раççей Федерацин Арбитраж Сучĕн судьисене (Раççей Федераци Президенчĕ сĕнсе панипе) ĕç вырăнне лартать е ĕçрен хăтарать;
  • Раççей Федераци Тĕп прокурорне ĕç вырăнне лартассине тата ĕçрен кăларассине (çаплах президент сенсе панипе) çирĕплетет;
  • Шутлав палати председателĕн çумне тата аудиторсен çур йышне ĕçе кĕртме тата ĕçрен хăтарма пултарать.

Йĕркеленӳн пĕрремĕш тапхăрĕ (1994 кăрлачĕ — 1996 кăрлачĕ)[тӳрлет]

Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: РФ Федераци Канашĕн пайташ йышĕ (1993—1996).

РФ 1993 çулхи Конституцин куçăмлă положенинче кăтартнипе, ФК пĕрремĕш чĕнĕвĕн йышне икĕ çуллăха икĕ мандат тăрăх гражданĕсем суйланă, каярах ФК йĕркелес йĕркене уйрăм саккунпа тĕплентермелле пулнă.

ФК суйлавĕ 1993 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче иртет. ФК 1994 çулхи кăрлач, 11 пуçласа 1996 çулхи кăрлач, 15 çитиччен ĕçленĕ.

Йĕркеленӳн иикĕмĕш тапхăрĕ (1996—2000)[тӳрлет]

Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: РФ Федераци Канашĕн пайташ йышĕ (1996—2000).

Йĕркеленӳн виççĕмĕш тапхăрĕ (2000 çурла — хальхи вăхăта)[тӳрлет]

Crystal Project viewmag.png Çавăн пекех пăхăр: РФ Федераци Канашĕн пайташ йышĕ (2000).

Путин Президентăн реформипе кĕпернетĕрсемпе саккунтăвакан влаçĕн пуçлăхĕсене сĕнсе лартнă элчĕсем шутланаççĕ, вĕсем пĕрмаях професси никĕсĕпе Федераци Канашĕнче (кун чухне вĕсенчен пĕррине кĕпернетĕр, иккĕмĕшне — регионăн саккунтăвакан орган).

Регионсен ĕçтăвакан влаçĕн пуçлăхĕсем çапла вара хăй тĕллĕ тĕп хулара хăйсен интересĕсене хӳтĕлеме тата федераци шайĕнче парти тата политика ĕçлĕхĕнче пултараймасть. «Компенсаци» вырăнне регионсен ертӳçĕсем валли конституци статусĕсĕр канашлу органне — Патшалăх канашне туса параççĕ, Мускавра вĕсем тапхăррăн президентпа пуçтарăнса патшалăхăн кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене сӳтсе яваççĕ.

Федерацин виççĕмĕш Канашне пĕтĕмпех 2002 çулхи кăрлач, 1 тĕлне вĕçĕмсĕр вăхăта йĕркеленĕ, вăл пĕтĕмпех çĕнелнĕ йышĕпе 2002 çулхи кăрлач, 16 пуçласа ĕçлет. Палата регламенчĕпе тытăмлăхне 2002 çулхи кăрлач, 30 урăхлатаççĕ.

ПредседательМиронов Сергей Михайлович (2001 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче суйланă — Федераци Канашĕн 359-СФ №-лĕ йышăнăвĕ, ĕç вырăнĕнчен 2003 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче хăтарнă — ФК 5-СФ №-лĕ йышăнăвĕ, 2003 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче суйланă — 7-СФ йышăнăвĕ, ĕçрен хăтарнă 2007 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче — 106-СФ йышăнăвĕ, 2007 çулхи пушăн 30-мĕшĕнче суйланă — 107-СФ №-лĕ йышăнăвĕ), Санкт-Петербургăн Саккун тăвакан Пухăвĕн элчи.

Федераци Канашĕн аппарачĕ[тӳрлет]

Федераци Канашĕн аппарачĕ Федераци Канашĕн конституци тытăмĕсен ĕçлĕхне пĕрмаях тытса пырать.

Федераци Канашĕн аппарат ертӳçисем:

  1. Никитов Владимир Аполлонович (1994—2001)
  2. Ткаченко Петр Федорович (2001—2008)
  3. Свинарев Владимир Валентинович (2008)

Асăрхавсем[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Европа темипе