Филиппин тинĕсĕ
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Филиппин тинĕсĕ.
Филиппин тинĕсĕ (акăл. Philippine Sea) — Лăпкă океанăн чи пысăк утрав хушшинчи тинĕс, йĕр-тавра Яппун утравĕсем, Тайвань, Филиппин архипелагĕ анăçра, шывай ту хырçисем, Идзу, Огасавара (Бонин), Кадзан (Волкано) тата Мари утравĕсем тухăçра, Яп тата Палау — кăнтăр-тухăçра. Лаптăкĕ — 5726 пин çм².
Вăтам тарăнăшĕ 4108 м, чи тарăнни — 10265 м (Филиппин валакĕнче). Çурçĕр Пассатпа Куросио юхăмĕсем иртеççĕ.
Шыв çийĕн температури: 15—28 °С (çурçĕрте) — 27—29 °С (кăнтăрта). Тăварлăхĕ 34,3 — 35,1 ‰ ‰ çурçĕртен кăнтăралла. Филиппинпа Анăç-Мариан котловинисем кĕреççĕ, вĕсем Кюсюпа Палау хушшинчи шывай ту хырçипе уйрăлаççĕ.
Паллă портсем: Нагоя, Иокогама (Япони), Апра (Гуам у.).
Каçăсем [тӳрлет]
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен.
Информаци тĕрĕслĕхне кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
| Лăпкă океан тинĕсĕсем |
|---|
| Бали |Банда | Беринг | Шалти Япон | Тухăç-Китай | Висаян | Сарă | Камотес | Коралл | Коро | Минданао | Молукк | Çенĕ Гвиней | Охот | Саву | Самар | Серам | Сибуян | Соломон | Сулавеси | Сулу | Тасман | Фиджи | Филиппин | Флорес | Хальмахер | Кăнтăр-Китай | Яван | Япон |