Фэй Рэй

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фэй Рэй

Фэй Рэй, — американ актриси. 1907 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кардстон (Канада) хулинче çуралнă. 2004 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Нью-Йорк хулинче çĕре кĕнĕ. Фэй Рэй «Кинг-Конг» (1933) илемлĕ кинокартинăра вылянă Энн Дэрроу сăнарпа паллă.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Вăл виçĕ çул тултарнă çĕре ун кил-йышĕ АПШана пурăнма куçнă. Малтан Аризонăра пурăннă, кайран Ютăна куçнă. Юлашкинчен Лос-Анджелесра вырнаçнă.

1919 çултанпа малтан пĕчĕк сăнарсене вылянă. Чапа Эриха фон Строгеймăн «Чуп-чуп уйăхĕ» (The Wedding March, 1928) кинокартинăра тĕп сăнара вылянă хыççăн тухнă. «Çăлтăрсен» ретне лексен темиçе кинокартинăра тĕп сăнарсене вылянă. Унпа пĕрле Гэри Купер, Рональд Колман, Фредрик Марч, Уильям Пауэлл, Ричард Арлен вылянă.

1928 çулта вăл Джон Монк Сандерса качча тухнă, 1939 çулта унран уйрăлнă.

«Кинг-Конг» (1933) картинăра Энн Дэрроу сăнарне вылянă хыççăн унăн чапĕ питĕ вăйлă хăпарса кайнă.

1944 çулта Роберт Рискин сценариста качча тухнă хыççăн кинора выляма пăрахнă. Роберт 1955 çулта çĕре кĕнĕ хыççăн пĕр вăхăтлăха кинона таврăннă, анчах та нумайлăха мар, 1958 çулта тĕппипех киноран уйрăлнă.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче темиçе пьеса çырса ĕлкĕрнĕ, анчах вĕсем халăха ытлашшиех килĕшсе кайман. Çавăн пекех вăл «Тепĕр енчен» («On the Other Hand», 1989) автобиографи çырнă.