Фёдорова Ольга Фёдоровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фёдорова Ольга Фёдоровна
Фёдорова Ольга Фёдоровна

Фёдорова Ольга Фёдоровна, — Социаллă Ӗç Паттăрĕ. 1929 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралнă.

Ӗçре хастарлăх катартнăшăн тата продукци калапăшне ӳстернĕшĕн ăна 1966 çулта Социаллă Ӗç Паттăрĕ ятне панă.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çатракасси вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Тăван колхозра уйри бригадăра ĕçленĕ, пăрусене пăхнă, сĕт сӳнĕ.

Чулхула облаçĕн Воротынец районĕнчи «Волжанка» колхозне куçнă хыççăн унта сĕт сӳнĕ.