Хăмăр упа

Википедири материал

Хăмăр упа
Хăмăр упа ареалĕ
Хăмăр упа çиет

Хăмăр упа - пирĕн таврари чи пысăк та вăйлă çăткăн чĕрчун. Ку упа кĕлеткин тăршшĕ 2 метр ытла пулма пултарать, йывăрăшĕ 300 килограмран иртет. Унăн пуçĕ пысăк, мăйĕ кĕске те сарлака, тачка ури çăмламас. Куçĕ çивĕчех мар. Хăлхипе сăмси питĕ сисĕмлĕ. Упа вăрманта - çынсем çÿремен вырăнта йăва тăвать. Ытларах ÿсентăранпа тăранать, ним те тиркемест. Çавăнпа пĕрлех упа пысăк чĕрчунсене те тапăнать. Шăши тытать, кăткă, сăпса, пыл хурчĕпе пылне çиме юратать. Ӳсентăрантан упа сĕлле кăмăллать. Хĕлле упа çывăрать, амисем çăвăрлаççĕ. Йĕнĕре (упа йăвинче) 2-3 çура пулать. Чăваш Енре упасем сахал - 10-15 пуçа яхăн çеç. Пирĕн тăрăхра упасене тытма чарнă.

[тӳрлет] Подвичĕсем

Халĕ хăмăр упан темиçĕ подвидне палăртаççĕ:

  • Ursus arctos arctos — европа хăмăр упи ;
  • Ursus arctos californicus — калифорни гризлийĕ, 1922 çулчен вилсе пĕтне. Калифорни штачĕн ялавĕ çинче ӳкернĕ;
  • Ursus arctos horribilisгризли;
  • Ursus arctos isabellinus — гималай хăмăр упи, Непалта пурăнать;
  • Ursus arctos marsicanus[1] — аппенина хăмăр упи, [Апеннины|Апеннинах]] пурăнать, 50-80 пуç тесе шутлаççĕ;
  • Ursus arctos middendorffi — аляска хăмăр упи е кадьяк;
  • Ursus arctos nelsoni — аляска хăмăр упи, 1960-мĕш çулсенче вилсе пĕтнĕ;
  • Ursus arctos pruinosus — тибет хăмăр упи, питĕ сайра тĕл пулать, йети пирки калакан легендăсем унпа çыхăннă тесе шутлаççĕ;
  • Ursus arctos yesoensis — япони хăмăр упи, Хоккайдо утравĕнче пурăнать.