Хăнакур

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хăнакур РФ Краснодар Енĕн картти çинче
Грексен Хăнакур хули, Хура тинĕсĕн çурçĕр çыранĕнчи ытти грек колонисемпе пĕрле.
Хăнакур акшартан тунă вилтăпри çинчи грифонпалăкĕ, п.эрч. IV ĕмĕрĕн вĕçĕ — III ĕмĕрĕн пуçламăшĕ.

Хăнакур (грек Φαναγoρει’α) — хальхи Раççей террииторинчи авалхи грексен колонийĕ. Тăмань çурутравĕнче Керчь кӳлмекĕн çыранĕнче, Гермонассăран çурçĕр-тухăçалла 25 км вырнаçнă. Пантикапей пекех, эллинисен Боспор патшалăхĕн иккĕ тĕп хулинчен пĕрри шутланнă. Висанти империйĕ йышне, каярах Хасар хаканлăхĕ йышне кĕнĕ. Краснодар Енĕн хальхи Сенной паççулки çумĕнчи хулаш ишĕлчĕкĕсем (Раскопки Фанагории со спутника).

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Пăлхар-чăваш йăхĕсем Европăна Азирен, хальхи Туранран питĕ авал вăхăтра килсе вырнаçнă. Вĕсем Çурçĕр Кавказпа Танаис (Дон) таврашне килсе тухни пирки эрмен чăнлавĕсенче уçăмлă çырнă. Пирĕн эрăчченхи 127 - 114 çулсенче пурăннă Пĕрремĕш Аршак патша вăхăтĕнчи хроникăрах Çурçĕр Кавказра "пăлхар çĕрĕ" пулнине каланă. Аршакран маларах пурăннă Вахаршак (пирĕн эрăччен 149-127 çулсенче) патшара ларнă чухнех "пулхар", "булкар" тени пулать.

Н.М.Карамзин хăйĕн "История государства Российского" кĕнекинче çак тапхăр çинчен çырать:

"Конец четвертого века ознаменовался важными происшествиями. Гунны, народ кочующий, от полунощных областей Китая доходят через неизмеримые степи до юго-восточной России, нападают около 377 года - на Алан, Готфов, владения Римские, истребляя все огнем и мечом... ужас был их предтечею, и столетний Герой Эрманарих не дерзнул даже вступить с ними в сражение, но произвольною смертию спешил избавиться от рабства..."

Хунсем Туранра пурăнакан пăлхар-чăвашсемпе пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ халăх пулнă пулас. Вĕсем авалхи пăлхар-чăваш йăхĕсенчен татăлса мал еннелле кайнă ăрусем те пулма пултараççĕ. Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте авалхи тӳрксен ушкăнне кĕрекен йăхсем (пăлхар-чăвашсем) пурте Туранра пурăннă пулмалла. Вĕсем авалхи грексемпе, перссемпе хутшăннă, Вавилонпа, еврейсемпе, сутă-илӳ тунă. Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте перссен патшипе Кирпа çапăçнă. Пирĕн эрăччен III ĕмĕрте вĕсем Моте (Модэ) çарпуçĕ ертсе пынипе хăйсен патшалăхне туса хураççĕ. Анчах пирĕн эра пуçланнă тĕле йывăр вăхăтсем çитеççĕ. Вара хунсен хăш-пĕр йăхĕсем кай еннелле, ĕлĕк хăйсен аслашшĕсем пурăннă çĕрелле кайма тытăнаççĕ. Туранри пăлхар-чăвашсемпе пĕрлешсе пирĕн эрăра тата анăçалла тапма, Çурçĕр Кавказа тухма тытăнаççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]