Хĕрарăм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕрарăм ӳкерчĕкĕ, ăна «Пионер-11» зондпа космоса янă.

Хĕрарăм – этемĕн ама енĕ, тепĕр енĕ – ар. Ама паллисем палăриччен хĕрарăмсене хĕрача теççĕ, мăшăр тупса ĕрчеве хутшăниччен – хĕр, мăшăрлансан – хĕрарăм. Хĕрарăмсен шутне çавăн пекех çулĕпе мăшăрлă пулмаллисене те кĕртеççĕ. Ачи-пăчи мăшăрланса ачаллă пулсан хĕрарăмсене час-часах тата кукамай е асанне тесе те чĕнеççĕ. Хĕрарăмпа тачă çыхăннă ытти сăмахсем: инке, кинеми, инкӳ, карчăк, кин, хĕрупраç, пике, арăм, хуньама тата ытти те.