Хĕркке

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ХĕрккеАттил арăмĕ. Вăл V ĕмĕрте пурăннă. Упăшки вилнĕ хыççăн та татах пурăннă пулас.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет]

Приск Панийский хунсем патне элчĕлле пырса çӳренĕ. Вăл Хĕрккен керменне те çырса кăтартнă. Керменĕ темиçе хуралтан тăнă: «…из коих одни были из красиво приложенных досок, покрытых резьбою, другие — из тесенных и выскобленных до кремизны бревен, вставленных в деревянные круги: эти круги, начинаясь от земли, поднимались до умеренной высоты», — [1]. Хĕркке керменĕнче пиртен тĕртсе тунă пусмасем, тĕрĕллĕ тумсем, пӳйĕсем те нумай пулнă. Хĕркке хăй те питĕ ăста тĕрлеме пĕлнĕ. Вăл ырă кăмăллă, питĕ хитре хĕрарăм пулнă. Аттилпа Хĕркке виçĕ ывăла — Эллак, Ирнак тата Тинĕс — çуратса ӳстернĕ.

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан Ф. Степанов (Урсай Хĕлипĕ) ватă чăвашран «Аттилпа Кримкилте» ятлă авалхи эпослă хайлав çырса илнĕ. Çак авалхи чăваш халăх хайлавĕнче Хĕркке çинчен нумай каланă, ăна «халăхшăн тăрăшакан амăшĕ» тенĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ В. В. Латышев, «Известия древних писателей»

Вуламалли[тӳрлет]

  • Юхма Мишши. Авалхи чăвашсем. — Шуп.: 1996.
  • McGovern, William. 1939. The Early Empires of Central Asia: A Study of the Scythians and the Huns and the part they played in World History, The University of North Carolina Press, Chapel Hill, N.C.
  • Maenchen-Helfen, J. Otto. 1973. The World of the Huns, University of California Press, Berkeley, Los Angeles, and London.
  • Priscus on Attila the Hun, 448

Каçăсем[тӳрлет]