Хĕрлĕ Уçланкă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Çак терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хĕрлĕ Уçланкă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
1950
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Краснодар Ен
Хула тăрăхĕ Сочи
Координатсем Координатсем: 43°40′00″ с. ш. 40°12′00″ в. д. / 43.666667° с. ш. 40.2° в. д. (G)43°40′00″ с. ш. 40°12′00″ в. д. / 43.666667° с. ш. 40.2° в. д. (G)
Никĕсленĕ 1869
1950  1950
Центр çӳллĕшĕ 538 м
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 8622
Почтă индексĕ 354392
Автомобиль кочĕ 23, 93, 123
ОКАТО кочĕ 03 426 655
Официаллă сайт каçă
Хĕрлĕ Уçланкă (Раççей)
Red pog.png

Хĕрлĕ УçланкăКраснодар Енне кĕрекен (Раççей) Сочи хулин Адлер районĕнчи хула евĕр паççулкă. Хĕрлĕ Уçланкă паççулкă тăрăхĕн центрĕ.

Пурăнан халăх — 3972 çын (2009).

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Мзымта юханшывăн вăтам юхăмĕнче, Хура тинĕс çыранĕнчен 39 çм вырнаçнă. Адлерпа тата Сочи хулин аэропорчĕпе хальхи автотрассапа çыхăнать. Вертодром пур. Хĕрлĕ Уçланкă, Олимп стадионĕпе пĕрлех, 2014 хĕллехи Олимп вăййисене йышăнать.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Авалхи вăхăтранах кунта туçи абхаз йăхĕсен пĕррин — малтан садзсен, кайран медозюйсен е медовейсен — ялĕ пулнă. Ф.Ф. Торнау каланипе, 1835 çулта çакăнти паççулкă Арткуадж ятпа паллă пулнă, садзсен Аредба ăрачĕ пурăннă.

1864 çулта медозюйсен ялне Кбааде ('Гунба ăрачĕн уçланки') тенĕ. 1869 çулта Хĕрлĕ Уçланкă пурăнан вырăна туса хунă та, 1878 çулта кунта Вăта Раççейрен, Ставрополь Енрен тата Эстониренвырăссем, грексем, эстонсем куçса килеççĕ.

1864 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче çак тĕлте вырăс çарĕсен тăваттă пайĕ пĕрлешĕнеççĕ: П. Х. Граббе генерал-майорăн Кĕçĕн Лаба ушкăнĕ, П. Н. Шатилов генерал-майорăн Псхува ушкăнĕ, В. А. Гейман генерал-майорăн Дахов ушкăнĕ тата Д. И. Святополк-Мирский генерал-лейтенантăн Ачипсухва ушкăнĕ. Аслă çарпуçĕ Михаил Николаевич аслă кнеç ертсе пынипе Кавказ вăрçи вĕçленнине асăнса парад тата молебен ирттернĕ.[2] Çак пулăмсене чыласа аслă кнеç Михаил Николаевич, çар ушкăнĕсен командирĕсем ыйтнипе çак вырăна патша çемьине хисеплесе Романовск теме йышăннă.

1878 çулта кунта Ставрополь енчен турккă пусмăрĕнчен тарнă грексем çитнĕ, анчах та вĕсем кунта тĕпленсе пурăнайман. 36 грек çемьи Псеашхо ту хысакĕ урлă каçса çĕнĕ çĕр шырама кайнă та çак айлăма курнă. Ун чухне кĕркунне пулнă, пур çĕрте те папоротник кĕрелсе ларнă. Çапла вара грексем çак вырăна Хĕрлĕ Уçланкă ят панă, чиркӳ туса лартнă, шкул уçнă.

1898 çулта кунта патшан ятарлă комиссине янă. Комиссире А. И. Воейков, Ф. И. Пастернацкий профессорсем, М. В. Сергеев инженер тата Патшалăх канашĕн пайташĕ Н. С. Абаза ĕçленĕ.


1920-меш çулсен вĕçĕнченпе пурăнан вырăн Хĕрлĕ уçланкă ятлă.

Хула евĕр паççулкă статусĕнче — 1950 çултанпа.

2010 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче раççей-итали патшалăхсем хушшинчи калаçусен пĕр раундĕнче паççулкăра Итали премьер-министрĕпе С. Берлусконипе Раççей президенчĕ Д. А. Медведев тĕл пулнă.

Паллă вырăнсем[тӳрлет]

«Сунарçă пӳрчĕ» паççулкă сăнĕ

Спорт[тӳрлет]

Хĕрлĕ Уçланкăри туçи трассăсем
Горнолыжный подъемник на Псехако ту хысакĕ çине туртса хăпартакан туçи агрегачĕ

Тăванлисем[тӳрлет]

Flag of France.svg Лез-Уш, Тури Савойя, Франци

Çавăн пекех[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Хĕрлĕ Уçланкăри туçи йĕлтĕр курорчĕ (Сочири XXII хĕллехи Олимп вăййисем, 2011 ç. марккă)
  • Голубев П. М. Сочи — Красная Поляна.- Краснодар, 1974
  • Цхомария Б. Д. Красная Поляна.- Краснодар, 1963

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçасем[тӳрлет]

Сочири паллă вырăнсем
Сочи гербĕ
Сочири тинĕс çумĕнчи сак