Хĕрлĕ Чутай районĕ
|
|||
| Патшалăх | |||
|---|---|---|---|
| Статус | |||
| Кĕрет | |||
| Тытăмĕ |
10 муниципаллă йĕркеленӳ |
||
| Администраци центрĕ |
Хĕрлĕ Чутай чиркӳ ялĕ |
||
| Йĕркеленĕ вăхăт | |||
| Район администрацин пуçлăхĕ |
Башкиров Александр Викторович |
||
| Пурăнан халăх (2010) |
19 788[1] çын (14-мĕш вырăн |
||
| Йышлăх |
29,2 çын/çм² |
||
| Лаптăк |
691,6 çм² (14-мĕш вырăн) |
||
| Вăхăт тăрăхĕ | |||
| Телефон кочĕ |
+7 83557 |
||
| Почтă индексĕсем |
429240 |
||
| Официаллă сайт | |||
Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă район. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элĕк районĕ, кăнтăр енче Çĕмĕрле районĕ вырнаçнă.
Район администрацийĕ Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн периодикăллă кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.
Тупмалли |
Çутçанталăк[тӳрлет]
Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурçĕн енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.
Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.
Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм юр-çумăр çăвать.
Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, ильм тĕл пулать.
Халăх йышĕ[тӳрлет]
Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.
Административлă пайлану[тӳрлет]
- Акчикасси ял тăрăхĕ
- Атнар ял тăрăхĕ
- Кивĕ Атикасси ял тăрăхĕ
- Мăн Этмен ял тăрăхĕ
- Пантьăк ял тăрăхĕ
- Питĕркасси ял тăрăхĕ
- Тралькасси ял тăрăхĕ
- Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ
- Хусанушкăнь ял тăрăхĕ
- Штанаш ял тăрăхĕ
Район гимнĕ[тӳрлет]
Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ "Чечеклен,Чутай Ен" сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.
Паллă çыннисем[тӳрлет]
- Важоров Валерий Афанасьевич, флейтист, дирижёр, вĕрентӳçĕ, профессор.
- Данилов Анатолий Васильевич, ӳнерçĕ.
- Дмитриева Юлия Александровна, хор дирижёрĕ.
- Караттай Иван Михайлович, чăваш сăвăçĕ.
- Лебедев Василий Иванович, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Логинов Алексей Романович, Совет Союзăн Паттăрĕ.
- Некей (Михаил Иванов), чăваш халăх кĕрешӳçи.
- Оринов Вячеслав Николаевич, театр режиссёрĕ.
- Сандомирова Венера Николаевна, ӳнерçĕ.
- Элле Николай Алексеевич, Чăваш Енре театрсене йĕркелекенĕ.
- Ялкир Пётр Алексеевич, сăвăç, тăлмач, журналист.
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет]
|
|
Статьян çак пайне халлĕхе çырман.
Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем[тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет]
| Ку вĕçлемен статья Чăваш Енĕн географипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
