Хĕрлемес çара çерçи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕрлемес çара çерçи

Хĕрлемес çара çерçи (Nyctalus noctula) кĕлеткипе пысăккисен шутне кĕрет. Кĕлетки 81 миллиметр, хӳри 54 мм. таран пулать. Ку чĕр чун сад пахчисенче, парксенче, вăрмансенче пурăнать. Хӳтлĕхне йывăç хăвăлĕнче шырать, хăш чухне пӳрт маччине те кĕрсе пытанма пултарать. Амисем колонипе (20 çара çерçи таран) пурăнма юратаççĕ. Апата хĕвел ансан тухаççĕ. Каннă вырăнтан инçе каймаççĕ, тытнă хурт-кăпшанка çийĕнчех çисе яраççĕ. Апат вăхăчĕ 1 сехет майлă пырать. Ирхине хĕвел тухас умĕн çара çеçисем тепре 10-15 минут хушши апатланаççĕ. Çара çерçи çĕртме уйхĕнче çăвăрлать. Пуслăхра 1-2 çура кăна пулать. Вĕсем уйăхран ӳссе çитеççĕ. Çурла-авăн уйăхĕсенече кăнтăралла вĕçсе каяççĕ. Каялла ака уйăхĕнче таврăнаççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]