Хайпула Такирĕ
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Хайпула Такирĕ | |
| Пĕрлехи хыпар | |
|---|---|
| Тулли ят | Тагир Камалудинович Хайбулаев |
| Гражданлăх | |
| Çуралнă вăхăт | 24.7.1984 |
| Çуралнă вырăн | Кизилюрт, Дагестан АССР, РСФСР, СССР |
| Пурăнать | Питĕрпур-Самар |
| Йывăрăш категорийĕ | 100 кг çăмăлрах |
| Професси карьери | |
| Пĕрремĕш тытăçу | 23.1.2005 |
| Тытăçу шучĕ | 110 |
| Çĕнтерӳ шучĕ | 83 |
| Парăну | 27 |
Хайпула Такирĕ (авар. ТӀагьир ХӀайбулаев) — авар несĕлĕнчи Раççей дзюдо спортсменĕ. Хальхи тренерĕ — Эцио Гамба итальян.
2012 çуллахи Олимп вăййисенче хутшăнса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ[1].
Тупмалли |
Кун-çул [тӳрлет]
1984 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Дагестанри Кизилюрт хулинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Тлондода авар ялĕнчен. Кайран çемйи Самара куçса кайнă. Халĕ Такир Санкт-Петербургра пурăнать.
Самарти патшалăх экономика университетĕнче аслă пĕлĕве илнĕ.
Çитĕнӳсем [тӳрлет]
| Спорт парнисем | ||
|---|---|---|
| Дзюдо | ||
| 2012 çуллахи Олимп вăййисем | ||
| Ылтăн | Лондон, 2012 | 100 кг çăмăлрах |
| Тĕнче чемпионачĕ | ||
| Ылтăн | Парис, 2011 | 100 кг çăмăлрах |
| Европа чемпионачĕ | ||
| Ылтăн | Тбилиси, 2009 | 100 кг çăмăлрах |
Тĕнче (2011) тата Европа (2009) чемпионĕ, тĕнчери класлă спорт ăсти.
Тĕнче кубокне тата Абу-Дабири 2009 çулхи Гран-Прине çĕнсе илнĕ.