Хан (титул)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хан ҫинчен куҫарнӑ)

(Хаn'/Khan'/Chan'/Han'). (чăв. хан, туркк. han, монг. хаан, тӳрк. хаган, хакан, каган — пăхăнтаракан, монарх) — тӳрк е монгол титулĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Малтан çак сăмахпа йăх çулпуçне палăртнă (тĕслĕхрен, Иранри тата Афганистанри куçса çӳрен йăхсен). Сельджукидсем тата Хорезмшахсем вăхăтĕнче — кнеç титулĕ, монголсен империнче XIII—XIV ĕмĕрсенче — улус ертӳçи. Монголсен империнче патшалăх пуçлăхне хан титулĕпе палартаççĕ, Чингисхан вăхăтĕнче - Аслă хан ятпа чыслаççĕ. Монголсен империйĕ арканнă вырăнта çуралнă патшалăхсенче, хан — патша титулĕ, Османсен империнче — султан титулĕ. Иранра, Сефевидсем тапхăрĕнче, хан — облаç ертӳçи, çаплах çар-феодалĕ. Хан титулне торе - Чингисхан ар йĕрĕпе тӳрĕ тăхăмĕ çеç илме тивĕç.

Тата пӑхӑр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]