Хантингтон Самуэль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хантингтон Самуэль (2004)

Хантингтон Самуэль Филлипс (ака, 18 1927 — раштав, 24 2008) — паллă американ социологĕ тата политологĕ. Аслă пĕлĕве Йель университетĕнче илет, тухтăр диссертацине Харвăрт университетĕнче хӳтĕлет, унтах кун-çулĕ вĕçленичченех вĕрентет.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн ăслăх ĕç пуçламăшĕнче унăн тĕпчев ĕçĕсем хĕçпăшаллă çарсен граждан тĕрĕслевĕ тата модернизаци теорийĕпе çыхăннă.

  • «Тулаш хутшăнăвĕсем» (Foreign Affairs) жкрнала никĕсленĕ, тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. Политика модернизацийĕ, тĕнче хутшăнăвĕсем, демократипе иммиграци теорийĕ ăслăх уйрăмĕсенче чылай ĕç хайлать. Вĕсен хушшиче çаксем:
  • «Салтак тата пратшалăх: граждан-вăрçă хутшăнăвĕсен теорийĕ тата политики» (1957),
  • «Улшăнакан этем пĕрлĕхĕсенчи политика йĕрки» (1968), «Виççĕмĕш хум: Демократизаци 20 ĕмĕти ĕмĕр вĕçĕнче» (1991), * «Цивилизацисен тĕкĕшĕвĕ» (1996),
  • «Эпир кам? Америка наци хăй уйрăмлăхĕн ыйтăвĕ» (2004).

Унăн цивилизацисен тĕкĕшĕвĕ» концепцийĕ тĕнчипе паллă пулса тăнă, вăл хальхи тĕнчери хутшăнусен улшăнăвне цивилизацисен хирĕçĕвĕсем никĕсĕпе уçса кăтартать.

Вуламалли (акăлчанла)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • The Soldier and the State: The Theory and Politics of Civil-Military Relations (1957)
  • The Common Defense: Strategic Programs in National Politics (1961)
  • Political Order in Changing Societies (1968)
  • American Politics: The Promise of Disharmony (1981)
  • The Third Wave: Democratization in the Late Twentieth Century (1991)
  • The Clash of Civilizations and the Remaking of World Order (1996)
  • Who Are We? The Challenges to America’s National Identity (2004)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хантингтон С. Столкновение цивилизаций. — М.: АСТ, 2003. ISBN 5-17-007923-0.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.