Хара Нур (Монголи)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хара Нур, — Монголири кӳлĕ. Монгол чĕлхинчен куçарсан «Хура кӳлĕ» пулать. Аслă кӳлĕсен айлăмĕн анăç енче вырнаçнă. Çыранĕсем çӳллĕ мар. Лаптăкĕ 530 км2. Чи тарăн вырăн — 7 метр.
Хара Ус Нур тата Дур гэн Нур кӳлĕсемпе çыхăннă.
Ку кӳлĕ вырăнĕнче 5 пин çул маларах пĕр пысăк кӳлĕ пулнă. Çанталăкĕ самай улшăннă хыççăн, вăл кӳлĕ типе пуçланă та унран темиçе кӳлĕ пулса тăнă.