Хар Ус Нур

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хар Ус Нур, — пысăкăшĕпе Монголире иккĕмĕш вырăнта тăракан кӳлĕ. Аслă кӳлĕсен айлăмĕнче вырнăçнă.

Хĕлле кӳлĕ шăнса ларать. Пăр хулăнăшĕ 1 метра çитет. Чи тарăн вырăн — 4,5 метр.

Хар Ус Нур кӳлĕре утравсем питĕ нумай. Норийн Шынаа утравĕ чи пысăкки. Унăн тăршшĕ 570 метр, сарлакăшĕ — 90 метр. Кӳлĕне Ховд Гол, Бужант Гол, Дунд Тсенкер Гол тата Ховд Тсенкер Гол юханшывсем юхса кĕреççĕ.

Кӳлĕ хĕрринче халăх сахал пурăнать. Пĕр тăваткал çухрăм çине вăтамран 1,2 çын килет. Ытларах енĕпе кунта куçса çӳрекен выльăх ерчетекенсем пурăнаççĕ.

Кӳлĕре сахал тĕл пулакан чĕрчунсемпе вĕçен кайăксем пурăнаççĕ: Монгол саксаул сойки, хĕрлĕ сăмсаллă нырок, баклан, кăвакалсем, хурсем, тата ыттисем.