Хатинь провинцийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хатинь провинцийĕВьетнам патшалăхĕн тĕп регионĕнче вырнаçнă.

Географи[тӳрлет]

Провинци çĕршывăн тĕп регионĕн çурçĕрĕнче вырнаçнă. Çурçĕр енче Хатинь провинцийĕ Нгеан провинцийĕпе, кăнтăрта — Куангбинь провинцийĕпе, анăçра — Лаоспа чикĕсем тытать. Тухăç енче Кăнтăр-Китай тинĕс шывĕ патне тухать. Лаптăкĕ — 6055 тв.çм.

Истори[тӳрлет]

Экономика[тӳрлет]

Провинцин минерал çĕрупранăвĕсем — тимĕр тăпри (Thach Khe çĕрупранăвĕ, 544 млн тонна), титан — 5 млн.тонна, ылтăн, марганец, каменный уголь, цирконий.

Провинци витĕр чукун çул хывнă, автомобиль çулĕсен шучĕ чылай. Вунганг (Vung Ang) тинĕс порчĕ пур.

Инçех мар, Винь хулинче, вырăнти аэропорт ĕçлет.

Провинцире рис, кофе, мăйăр кешью, ананассем çитĕнтереççĕ.

Тинĕсре креветкă плантацийĕсем вырнаçтарнă, тинĕс пуллисене тытаççĕ тата фермăсенче пулăсене çитĕнтереççĕ.