Хиспăлла
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хезболла çинчен куçарнă)
Хиспăлла (выр. Хезболла, арап. حزب الله, «Турă партийĕ») — Ливанта вырнаçнă наци ирĕклĕх юхăмĕ. Ку юхăма 1982 çулта Иранти ислам революцийĕн хуралçисен корпусĕ йĕркеленĕ.
Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕн альянсне кĕрет, Ливан парламентĕнче 12 вырăн йышăнать. Çавăн пекех Ливан правительствинче те юхăм çыннисем пур[1]. Укçапа хĕç-пăшал енчен Иранпа Сири пулăшаççĕ.
Юхăм ертӳçи — Хассан Насрăлла ших. АПШра, Аслă Британире, Нидерландсенче, Канадăра, Израильте тата Австралире ăна террористла йĕркеленӳсен йышне кĕртнĕ.
2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хиспăлла çыннисем Израиль салтакĕсене тыткăна илнĕ хыççăн Израиль вĕсене хирĕç вăрçă пуçланă.
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Асăрхавсем [тӳрлет]
- ^ Хиспăлла. Тĕнчери хутшăнусен канашĕ (2008 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ).
Каçăсем [тӳрлет]
- Камсем вĕсем — Хиспăлла? (акăлч.). — историпе кĕске тишкерӳ. çăлкуçран архивланă 26 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 2006 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче.
- Александр Тарасов. Революципе джихад. — е Сулахайсем ислам радикалĕсемпе пĕрлештермелле-и?. çăлкуçран архивланă 26 çурла уйăхĕн 2011. Тĕрĕсленĕ 4 сентября 2006.
- Али Мухиэддин, Хиспăлла. I-мĕш п., II-мĕш п.
- Турă партийĕ тата Хĕвел анăç. — Хиспăлла политика идеологийĕ çинчен.
- Анна-Мари Байлуни. Аль-Манар тата Аль-Хурра. — спутник каналĕсен тата идеологисен çапăçăвĕ.